Кĕр мăнтăрĕ ĕнене сиен ан кÿтĕр
Урамра уяр та ăшă çанталăк тăни кĕр кунĕсене хăйне евĕр ĕç илемĕ кÿрет: ял çыннисемпе пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçченĕсем çу каçа куç шăрçине сыхланă пек асăрхаса пăхса ÿстернĕ ял хуçалăх культурисене çухатусемсĕр пухса кĕртессипе тимлеççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, ĕçсем юлашки хирсем çине куçрĕç: пĕрисем яра куна улăм пуçтараççĕ, теприсем çĕр улми пуссинче вăй хураççĕ, пĕрчĕллĕ культурăсен анисенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ комбайнерсем нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне çапса тĕшĕлеççĕ, «хурçă утсем» кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Хирсем пушаннă май çĕр ĕçченĕ хаш сывлать, хăйне канлĕрех туйма пуçлать. Умри ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă ĕçченшĕн ку лайăх та. Тĕрĕссипе, çапла пулмалла та. Анчах канлĕх туйăмĕпе хавхаланса тимлĕхе çухатни кĕр мăнтăрĕпе те хакла ларма пултарать. Сăмах кунта хирсем ирĕкленнипе тимлĕхе çухатнă кĕтÿçĕсем ĕнесене клевер-люцерна çине кĕртсе ярса кÿпĕнтерсе яни пирки. Кунашкал тĕслĕхсем районта çулленех пулаççĕ. Çавăнпа та асăрхаттару кирлех тесе шутлатăп, вăл ытлашши пулмĕ.
2005 çул пуçланнă тĕле районти пĕрлешÿллĕ хуçлăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 10318 пуç шутланатчĕ. Вĕсенчен 3871 пуçĕ - ĕнесем. Кун çумне уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи выльăхсене хушар. Вĕсем: мăйракаллă шултра выльăхсем 11224 пуç (вăл шутран 8848 пуçĕ ĕнесем). Çу каçа çак йыш катăлнă теес килмест. Çавăнпа та кĕр мăнтăрĕпе туллин савăнма ку таранччен ÿстернĕ выльăха тĕрĕс-тĕкел пăхса хĕле кĕртесчĕ, унран тупăш илесчĕ.
Ĕнесем кÿпĕнсе вилесси çинчен калаçнă май çак инкекрен сентябрьте уйрăмах асăрханма кирли çинчен пĕлтерес тетĕп. Çулталăк каялла çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кăна ĕнесем кÿпĕнни 11 тĕслĕх пулнăччĕ. Кăçал та июль уйăхĕнче Мичурин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăватă ĕне кÿпĕнсе кайса вилчĕç. Мĕнрен пуçланнă-ха çак инкек; Ферма территорине уçăлма кăларнă ĕнесем территори карти çирĕп пулманран ăна çĕмĕрсе люцерна кайăвĕ çине тухса кайнă. Хуралсем çакна курман. Ир енне 3 ĕне каялла тарăннă та, анчах пирвайхи пулăшу париччен вилсе кайнă. Тепри вара хиртех ураран ÿксе юлнă. Çапла вара ферма таврашĕнчи картана юсавлă тытманни Шетмĕпуçсемшĕн пысăк инкекпе вĕçленчĕ.
Сентябрь уйăхĕнче хирте люцерна-клевер кайăвĕ çеç ешернине шута илсен, асăрханулăха кашнин ÿстермелле. Фермăсенче те, уйрăм çынсен те ĕнесене ирпе-каçпа типĕ утă-улăм çителĕклĕ памалла. Кĕтÿçсен ĕне кĕтĕвне клевер-люцерна анисем çине ирхи сывлăмпа тата çумăрлă çанталăкра е нумай вăхăта кĕртме юрамасть. Çав анасем çине кĕртсе кăларнă хыççăн ĕнесене шăварассинчен те асăрханмалла. Тăм ÿксессĕн те вăл пусăсенче асăрханулăх çÿллĕ шайра пулмалла. Сăмах май, выльăх кăшманĕн çулçи ĕнесене кÿпĕнтермест, выльăхсене ир-каç кăштах çăнăх пани те каялла тавăрмалла мар инкек патне илсе пымасть.
Ĕне кÿпĕнсех кайрĕ пулсан, ăна пирвайхи пулăшу пама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисен, ял старостисен кĕтÿçĕсене ветсумкăсемпе тивĕçтермелле. Унта обязательнăй йĕркепе сĕт кислоти, çунтарнă магнези, тимпанол, мăн хырăма шăтарса сывлăш кăлармалли трокар пулмалла.
Мĕн тумалла-ха кÿпĕнсе кайнă ĕнене; Инкек тÿсекен выльăха малтанах 10-15 грамм сĕт кислоти, 160-200 грамм тимпанол, 20 грамм çунтарнă магнези памалла. Çунтарнă магнезипе сĕт кислотине çур литр шыв ярса ирĕлтермелле. Тимпанол - усă курма хатĕр препарат. Вĕсем пулмасан, ĕнене 2-3 литр тин кăна сунă сĕт памалла та кÿпĕннĕ вырăна сивĕ шыв ярса тăмалла.
Кÿпĕннĕ ĕнене пирвайхи пулăшу панă вăхăтра е ун хыççăнах обязательнăй йĕркепе выльăх тухтăрне чĕнмелле.
Кÿпĕнсе кайнă ĕнене пулăшу париччен çак инкекрен асăрханма çăмăлрах пулнине манас марччĕ. Çакна асра тытсан кĕр мăнтăрĕпе те тивĕçлипех савăнма пулĕ.