Хамăр тумасан кукка пулăшаймĕ
Çитес ÿул республикăри районсенче муниципаллă пушар хуралĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Çĕнĕ йĕркелÿ унчченхинчен пачах улшăнса тăрĕ. Чылай çул пушар хуралĕ Шалти ĕçсен министерствин аллинче пулнă пулсан, юлашки çулсенче ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешекенсен чрезвычайлă лару-тăру министерствине пăхăнса тăма пуçларĕç. Саккунсенчи çĕнĕлĕхсемпе тан пырса çитес малашлăхра пушарнăйсем вырăнти самоуправлени органĕсене çеç пăхăнса тăрĕç. Çавна май вут-çулăмпа кĕрешекенсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси те муниципаллă бюджетсем çине куçĕ.
Пушар тухаслăхпа вунă çул каяллахи лару-тăрăва пĕлтĕрхи-кăçалхипе танлаштарсан, Муркаш Енре вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем икĕ хута майлă чакрĕç. Укçа çине куçарсан çак хисеп район çыннисем миллионшар тенкĕ укçа перекетлесе-упраса хăварнине, халăхăн социаллă пурнăçне, граждансемпе предприяти-хуçалăхсен тата районăн экономикине малалла аталантармаллине çул уçнине уçăмлă кăтартать. Анчах... Пушарсен хисепĕ чакрĕ тени алă усмаллине, лăпланса чуна хытармаллине пĕлтермест. Районти чылай ведомствăлла пушар хуралĕсенче вара хальлĕхе чун хытнă пулас. Тен, вĕсене тытса тăракан пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче;
Пушар хисепĕ тенĕрен. Иртнĕ çул районта 39 пушар пулчĕ. Вĕсенче 6 çын вилчĕ тата тăваттăн пиçсе кайрĕç. Кăçалхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне «хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсем 25 пулчĕç. Тав Турра, вĕсенче çын вилни-аманни пулмарĕ.
Хатĕр-и-ха эпир ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешме, инкек тÿсекенсем патне пĕрремĕш чĕнÿпе тухма; Ку ыйту çине пĕтĕмĕшле «çапла» тесе хуравлама йывăртарах. Мĕншĕн; Каяр-ха йĕркипе.
Район пуçлăхĕ Ю. Иванов та, районти депутатсен Пухăвĕ те, хăш-пĕр ертÿçĕсем те пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине тимлĕ пăхаççĕ. Çапла вара пĕрлехи тимлĕхпе районта республикăра пуринчен малтан 2002 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Муркаш районĕнчи ялсемпе экономика объекчĕсене пушартан хÿтĕлессине вăйлатасси» тĕллевлĕ программа йышăнтăмăр. Çакă район территоринче ырă улшăнусем тумарĕ мар, анчах татса памалли çивĕч ыйтусем те тупăнсах тăраççĕ. Паянхи куна районти 24 хуçалăхра ведомствăлла пушар хуралĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенче пурĕ 26 пушар машини шутланса тăрать. Кунта уйрăмах икшер пушар машини тытакан «Ударник», «Герой», «Лидер», «Передовик» хуçалăхсене ырăпа асăнмалла. Вĕсем кирек хăш пушара тухма та хатĕр тăни лăпкăлăх кÿрет, малашлăха пăхтарать.
Районти Шомик тăрăхĕнче ачасен канупа сывату лагерĕсем вырнаçнă. Вĕсенче çулла пушар тухас хăрушлăх пысăккине ăнланса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов кăçал ятарлă йышăнупа ачасен «Лазурный» сыватупа кану лагерĕнче тухнă техникăпа пушар хуралĕ йĕркелеме йышăну турĕ. Кунта «Герой» хуçалăх хăйĕн пĕр пушар машинине уйăрса пачĕ. Çакă асăннă хуçалăх ертÿçи Р. Тимофеев пушар хăрушсăрлăхне мала хунипе, ялсен малашлăхĕ пирки шутланине кăтартать.
Пулă пуçĕнчен çĕрет теççĕ те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсене йĕркеллĕ тытса тăрасси те ЯХПК ертÿçисенчен нумай килет. Вăл е ку инкеке вырăнти пушар машини тухса «хĕрлĕ автана» вăхăтра çăварлăхласан, вут-çулăм кÿрекен сăтăр та пĕчĕкленет, çын сывлăхĕ те упранать. Çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх. Кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕнче вунă сехетре Çатракасси ял администрацийĕнчи Торинкасси ялĕнчи пĕр хуçалăхра сысна пусса тирпейленĕ чух газ горелкипе асăрханусăр пулнипе выльăх сарайне вут хыпса илет. Пушар! Пулăшу чĕннипе вырăна пуринчен малтан К. Иванов яч. хис. хуçалăхăн çывăхри пушар машини çитсе «хĕрлĕ автана» çунат сарма памасть, пысăк инкек пĕр шифер катăлнипе тата улăм йĕпеннипех иртсе каять. Тав Турра.
Унăн е кунăн тимсĕрлĕхĕпе хуçаланма пуçланă çулăм чылай чух хăйне вăхăтлă чаракан çуккипе усă курса çын вăйĕнчен иртсе каять, сахал мар куççуль юхтарать. Хамăр тăрăшмасан, Турра çеç шансан...
Экономикăри йывăрлăхсемпе сăлтавласа юлашки çулсенче хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем хăйсен ведомствăлла пушар хуралĕ çине алă сулчĕç, ун пирки манса кайрĕç тесе калама та пулать. Инкек вара ал сулмасть – ялсем çунаççĕ, вут-çулăм куççуль юхтарать. Иртнĕ çулхи 39 пушартан 12-шĕнче вырăнсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсем «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме тухманни е тухайманни пулчĕ: ирĕке кайнă çулăмра Юнкăпуçĕнче çуллахи пÿртпе ампар-мунча çунчĕ (юнашарти ведомствăлла пушар хуралĕ «Юнга» хуçалăхра), Карамалькассинче сарайпа пурăнмалли пÿрт çивиттийĕ («Колос»), Опрыскьялĕнче пурăнмалли çурт, сарай, ампар (Мичурин яч. хис.), Хорнуйĕнче пĕррехинче 5 тонна улăм, тепринче сарай тата 6 тонна утă (Ленин яч. хис.), 1 Май выççăлккинче вутă сарайĕ, мунча, 2 тонна утă («Юнга»), Шетмĕпуçĕнче 2,8 тонна утă, Автанкассинче йывăç лаç (Мичурин яч. хис.), Нискассинче мунча, ампар, гараж, çăмăл автомашина, лаç («Сеятель»), Ильинкăра пурăнмалли çуртпа пĕтĕм хуçалăх («Хлебороб»), Катькассинче пĕррехинче пурăнмалли çурт, тепринче сарай («Колос»). Çаксенче ведомствăлла пушар хуралĕсем çийĕнчех тухнă пулсан инкек виçи самай пĕчĕк пулнă пулĕччĕ. Çакнашкал хуçасене пĕлтĕрхи октябрĕн 31-мĕшĕнче 22 сехетре Ильинка ялĕнчи В. Андреев хуçалăхĕнче пулнă инкек шухăшлаттармалла. Кил хуçи инвалид пулнăран çулăм тухсан аран-аран упаленсе пÿрт умне тухнă, анчах «хĕрлĕ автан» чĕлхинчен тарса ÿкеймен. Пушарта кил хуçи вилнипе пĕрлех пĕтĕм хуçалăх кĕлленчĕ. 1,5 километрта вырнаçнă «Хлебороб» хуçалăхăн пушар машини инкек вырăнне çийĕнчех çитнĕ пулсан, çухату кунашкал пулмĕччĕ. Ахальлĕн-çке çак инкекпе кĕрешме пĕлтернĕ хушăра вăхăт иртнĕ хыççăн 11 çухрăмри Мăн Сĕнтĕр пушар хуралĕ пĕрремĕш, 30 çухрăмри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ иккĕмĕш çитрĕç. Анлă сарăлма ĕлкĕрнĕ пушарпа кĕрешме çăмăл пулмарĕ. Хыççăнхи тĕрĕслев çакна кăтартрĕ. «Хлебороб» хуçалăхăн ведомствăлла пушар машини çав кун бензинсăр пулнăран дежурствăна пынă водитель киле кайнă. Кун хыççăн тепĕр 26 кунран «Сундырский» хуçалăхри Мăн Тутаркассинче тухнă пушара та маларах асăннă сăлтавпах «Хлебороб» хуçалăхăн пушар машини тухаймарĕ.
Пĕлтĕрхи раштавăн 8-мĕшĕнче Нискассинчи пĕр хуçалăха иленнĕ «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме тухма çывăхри «Чемеево» хуçалăхăн пушар машини бензин çуккипе, «Сеятелĕн» юсавсăр пулнипе тухаймарĕç.
Пушар хăрушсăрлăхĕпе кăçал та лару-тăру лăпкă мар. Анчах иртнине пĕтĕмлетменнисем çав-çавах пур. Акă, Чуриккассинче пурăнмалли çурт çуннă çĕре вырăнти «Колос» хуçалăхăн ведомствăлла пушар машини тухаймарĕ, Мичурин яч. хис. хуçалăхăн çĕр улми хранилищне аякран пырса сÿнтерме тиврĕ тата ку тăрăхри Турхан ялĕнче пурăнмалли çуртпа сарай çуннă çĕрте те вырăнти пушар хуралĕ ĕçлеймерĕ, юсавсăр насуса пула (пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ) Тереçре пурăнмалли çурт çуннă çĕре те вырăнти «Восток» хуçалăхăн ведомствăлла пушар хуралĕ пыраймарĕ, августăн 14-мĕшĕнче Мăн Токшикра 4х9 метр калăпăшлă сарай çуннă çĕре кÿршĕлле вырнаçнă Чапаев яч. хис. хуçалăхăн пушар хуралĕ çитейменни те ыйту кăларса тăратать.
Пурнăç улшăннă, пушар машинисем кивелнĕ май çывăх малашлăхра район территоринче муниципаллă 5 пушар хуралĕ йĕркелеме пăхатпăр. Мăн Сĕнтĕрте пĕрремĕш муниципаллă пушар хуралĕ йĕркелессипе ĕçсем пыраççĕ ĕнтĕ.
Раççей Федерацийĕ те, Чăваш Республики те, Муркаш районĕ те малаллах пăхаççĕ, çĕнĕ ÿсĕмсемшĕн ĕçлеççĕ. Çакна ведомствăлла пушар хуралĕ тытакансен те манас марччĕ. Хамăр тумасан кукка пулăшăвне шанма çук.