Моргаушский муниципальный округ

Саккунпа пăхнă çăмăллăхсем

Ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленĕ граждансем, политика репрессине пула инкек тÿснисем валли

Ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленĕ граждансем тата политика репрессине пула инкек тÿснисем çăмăллăхсене республика бюджетĕнчен тивĕçеççĕ. Апла пулсан çăмăллăхсене вырăнти саккунсене кура палăртаççĕ.

Вулакансем ыйтнипе (нумайăшĕ çак саккунсене пĕлмеççĕ, вĕсемпе епле çăмăллăхсем уйăрнине ăнланмаççĕ) çак ыйтусем тавра тепре чарăнма шутларăмăр.

1. Ĕç ветеранĕсене тивĕçекен коммуналлă çăмăллăхсем

Çăмăллăхсене 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 43 № Чăваш Республикин «О социальной поддержке тружеников тыла военных лет и ветеранов труда» саккунпа килĕшÿллĕн палăртаççĕ.

Çурт-йĕр фончĕпе усă курнăшăн 50 процент тÿлемелле.

Коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн 50 процент тÿлемелле. Шывпа, газпа, электричествăпа тата ăшăпа тивĕçтернĕшĕн. Телефонпа, радиопа, коллективлă антеннăпа усă курнăшăн. Уйрăм е харпăр хăй çуртĕнче пурăнакан ветерансене топливо туянма тата ăна турттарса пыма пулăшу уйăраççĕ.

Политика репрессине пула инкек тÿснĕ граждансене уйăракан çăмăллăхсем

Çăмăллăхсене 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 47 № Чăваш Республикин «О социальной поддержке реабилитированных лиц и лиц, пострадавших от политических репрессий» саккунĕпе тивĕçтереççĕ.

Çурт-йĕр фончĕпе усă курнăшăн 50 процент тÿлемелле. Çак çăмăллăхпа çемье членĕсем те усă кураççĕ.

Коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн 50 процент тÿлемелле. Шывпа, газпа, электричествăпа тата ăшă энергийĕпе тивĕçтернĕшĕн. Хăй çуртĕнче пурăнакансене топливо туянма  пулăшу параççĕ. Çак çăмăллăхсемпе çемье членĕсем те усă кураççĕ.

Реабилитациленĕ граждансене тивĕçекен çăмăллăхсем

Маларах асăннă саккунăн (47 №) 3-мĕш статйипе килĕшÿллĕн реабилитациленĕ граждансене те (вĕсем инвалид е пенсионер пулсан) çав çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ.

2. Ĕç ветеранĕсене уйăрнă транспорт çăмăллăхĕсем

Чăваш Республикин «О социальной поддержке тружеников тыла военных лет и ветеранов труда»  саккунĕпе çак çăмăллăхсене пăхнă.

Хулари тата хула çумĕнчи маршрутсенчи автобуссемпе  тÿлевсĕр çÿремелле.

Чукун çул тата шыв транспорчĕпе çÿремешкĕн 50 процент тÿлемелле. Ялан мар, ку тапхăра правительство палăртать.

Тыл ĕçченĕсене тивĕçекен çăмăллăхсем

 Çăмăллăхсене Чăваш Республикин «О социальной поддержке тружеников тыла военных лет и ветеранов труда» саккунĕпе уйăраççĕ.

Хулари тата хула çумĕнчи маршрутсенчи автобуссемпе тÿлевсĕр çÿремелле. Чукун çул тата шыв транспорчĕпе çур хакпа çÿремелле. Ялан мар, тапхăрне правительство палăртать.

Политика репрессине пула инкек тÿснĕ граждансене уйăракан çăмăллăхсем

Чăваш Республикин «О социальной поддержке реабилитированных лиц и лиц, пострадавших от политических репрессий» саккунĕпе çăмăллăхсене палăртаççĕ.

Хулари автотранспортпа тата хăйсем пурăнакан район  чиккинче автомобиль тата шыв транспорчĕпе тÿлевсĕр çÿремелле.

Хула çумĕнчи чукун çул тата шыв транспорчĕпе, автобус маршручĕпе тÿлевсĕр çÿремелле.

Реабилитациленĕ граждансене тивĕçекен çăмăллăхсем

 Çăмăллăхсене Чăваш Республикин «О социальной поддержке реабилитированных лиц и лиц, пострадавших от политических репрессий» саккунĕпе пăхнă.

Çулталăкра пĕр хут чукун çул транспорчĕпе кайла-майла тÿлевсĕр çÿремелле. Чукун çул çук районсенче шыв, сывлăш тата хуласем хушшинчи автотранспортпа çур хакпа çулталăкра пĕр хут çÿремелле.

Çавăн пекех вĕсем хулари тата хула çывăхĕнчи автотранспортпа, чукун çул тата шыв транспорчĕпе тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 сентября 2005
00:00
Поделиться