Раççейпе Швеци делегацийĕ пулчĕ
Пирĕн район вăл е ку сферăра пуçарулăхпа республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те ырăпа палăрса тăрать. Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен миçе хутчен делегаци килсе каймарĕ пулĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун вара кунта Раççейпе Швеци делегацийĕ пулса курчĕ. Сентябрĕн 6-7-мĕшĕсенче республикăра медсестра ĕçне аталантарассипе çÿлерех асăннă икĕ çĕршыв представителĕсен семинарĕ пулчĕ. Ун хыççăн шăпах вĕсем Нискассисен ĕç опычĕпе паллашма кăмăл турĕç.
Швецири медсестрасен ассоциацийĕн Президенчĕ Евю Густавсон тата вице президенчĕ Шаханда Сефизаде Нискассинче ĕçе епле йĕркеленипе çав тери кăмăллă пулчĕç. Кунта килсе курнă «Сестринское дело» журналăн тĕп редакторĕ те, ытти регионсен представителĕсем те ку тĕлĕшпе Муркашсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕç. Делегацире ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин сестрасен ĕçĕпе тимлекен специалисчĕсем, медицина училищисен директорĕсем те пулчĕç.
Ентешĕмĕре халалласа
Республикăра та, районта та ентешĕмĕре икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г. Николаева халалласа ирттерекен мероприятисем малалла пыраççĕ. Çакна палăртмалла Калайкасси шкулĕсĕр пуçне районти ача-пăча библиотеки те Андриян Григорьевич ячĕпе хисепленсе тăрать. Тĕрлĕрен мероприятисем нумай ирттернипе тивĕçрĕ вăл пĕлтĕр çак чыса.
Ĕнер вара кунта вăй хуракансем 4, 5, 6 классенче вĕренекенсем хушшинче А.Г. Николаева халалласа илемлĕ вулакансен конкурсне ирттерчĕç.
Чи малтанах ачасем «çунатлă» ентешĕмĕре халалланă выставкăна, летчик-космонавтăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан кĕнекесемпе паллашрĕç.
Ачасемпе тĕл пулăва Евтихий Андреевич Андреевăн хĕрĕ Валентина Евтихеевна та килнĕ. Çакна палăртмалла А.Г. Николаев Е. Андреевпа туслă çыхăну тытнă. Хуçалăхра çеç мар, килĕнче те темиçе хут пулнă. Валентина Евтихеевна 1963 çулта тĕл пулу саманчĕсенче тунă сăн ÿкерчĕксене кăтартни конкурса хутшăнакансемшĕн çав тери интереслĕ пулчĕ. Вăл çавăн пекех малти вырăна тухнă хитре вулакан сăвăçсене Е.А. Андреев çинчен çырнă «Обгоняя время» кĕнекене парнелерĕ. Халĕ чи маттур вулакансене ятран асăнма-ха. Вĕсем: Елена Никифорова, Елена Порфирьева, Олимпиада Федорова. Пĕтĕмпе хисеплĕ космонавта халалланă конкурса 30 ача хутшăнчĕ.
Л. Павлова.
Кримхыпар
Тупма пулăшăр
Çак кунсенче Ярапайкасси тĕлĕнче арçын виллине тупнă. Пăхсан, вăл 45-60 çулта, çÿллĕшĕ 160-170 см, кăвак кĕпе, çутă кăвак джинс шăлавар тăхăннă. Ăна тупнă чух пушмакĕ, пиçиххи пулман. Тен, эсир пĕлетĕр вăл камне.