Моргаушский муниципальный округ

Камсем тивĕçеççĕ Президент стипендине

 

Чăваш Республикин Президенчĕн 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшассине  вăйлатмалли майсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пултаруллă çамрăксене 2003 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине параççĕ. Уйăхне – 1000 тенкĕ. Асăннă стипендие 14 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи ÿсĕмри çамрăксемпе студентсене параççĕ. Вĕрентÿре, тĕпчев, наука, пултарулăх ĕçĕнче, производствăра, ертсе пырас, обществăлла ĕçре, спортра тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн тивĕçеççĕ вĕсем çак чыса.

Стипендиатсен кандидатурине Чăваш Республикинчи  ĕç тăвакан органсем, Чăваш Республикинчи вырăнти самоуправлени  органĕсем, предприятисем, учрежденисем, организацисем, харпăрлăх формине пăхмасăр, çавăн пекех творчество союзĕсем, обществăлла пĕрлешÿсем тăратма пултараççĕ. Вĕсен, кандидатсене ĕç коллективĕсенче палăртса октябрĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи тивĕçлĕ отрасльсен ĕçне координацилекен тата йĕркелесе пыракан ĕç тăвакан органсене тивĕçлĕ документсене тăратмалла.

Çакна палăртмалла, 2003 çулта асăннă стипендие илекенсем пирĕн районта 2ĕн пулнă пулсан, пĕлтĕр вĕсен йышĕ 12çитнĕ. Кăçал вара Президент стипендиачĕсем районта 15ĕн. Çитес çулта миçен пулĕç вĕсем; Ку вара кăçалхи декабрĕн  1-мĕшĕччен паллă пулать. Шăпах çавăнччен татса парать те ку ыйтăва республикăри комисси.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 сентября 2005
00:00
Поделиться