Ытларах çунтаратăн, хаклăрах тÿлетĕн
Çитес çултан электричество энергийĕшĕн тÿлессинче çĕнĕлĕхсем пулаççĕ. Раççей правительствинче «О мерах по реализации социальной политики в сфере потребления электрической энергии» постановлени проектне хатĕрленĕ ĕнтĕ.
Шухăшĕ ансат: социаллă нормăран ытларах çунтаратăн – хаклăрах тÿлетĕн. Палăртнă нормăран ытларах тăкакланă киловатт-сехетсемшĕн пысăкрах виçепе тÿлемелле пулать. Çапла туни тĕрĕс теççĕ. Мĕншĕн тесен электроэнергипе пуян çемьесенче нумай усă кураççĕ. Вĕсенче электроэнергипе ĕçлекен тĕрлĕ хатĕр нумай. Çавăн пекех çак йĕрке граждансене электроэнерги перекетлеме те хистемелле.
Проектпа килĕшÿллĕн социаллă нормăна кашни регион валли палăртаççĕ. Паян Раççейре вăл вăтамран пĕр çын пуçне уйăхра 50-75 киловатт-сехетпе танлашать.
Тарифсене вырăнти ĕç тăвакан влаç çирĕплетет. Нормăран ытларах çунтарнă электроэнерги 1,5-2 хут хаклăрах тăмалла тесе шутлаççĕ.