Моргаушский муниципальный округ

Ĕçшĕн пурăнмастпăр, пурăнассишĕн ĕçлетпĕр

 

Тишкерÿллĕ статья ятне кăларнă сăмахсем пурнăç чăнлăхĕ пулнине кашниех ăнланатпăр пулин те, кулленхи пурнăçра ун çине алă сулнă тĕслĕхсене те тĕл пулма тивет. Çакна август уйăхĕнче ирттернĕ «Трактор» профилактика операцийĕ те çирĕплетет. ЧР Ял хуçалăхĕпе Шалти ĕçсен министерствисен пĕрлехи приказĕпе çак операци çулленех иртет пулсан та, трактор-прицепсемпе тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăпа епле усă курнине, вĕсем çулçйĕр правилисене мĕнле пăхăннине пăхнă чух техника хуçисем ытларах ĕçшĕн пурăнни курăнать. Çакнашкал «тимлĕх» чрезвычайлă лару-тăрупа çывăх тăни кашни механизатор-машинистах, инженер-бригадира, хуçалăх ертÿçипе шутлаттармалла. Çакна ăнланатпăр, анчах, шел пулин те, ăнланни ĕçре курăнмасть.

Патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн уйрăмĕ ирттернĕ тĕрĕслев кăтартăвĕсене пăхсан, хуçалăхсенчи трактор паркĕсенче явапсăрлăх хуçаланни куç умне тухать.

Уйăхлăх хушшинче икĕ инспекци 196 тракторпа прицепа тата хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр строительствин машинисене тĕрĕсленĕ. Мĕнле ÿкерчĕк курăнать-ха çакăн хыççăн; Çак ыйту та, унăн хуравĕ те кашнинех хумхантармалла.

Тĕрĕсленĕ маларах асăннă техникăсенчен 31 единици çул-йĕр правилисене, 43-шĕ хурăшсăрлăх техникине, 9-шĕ çут çанталăка сыхлассине пăхăнмалли йĕркене пăсни, 10 транспорт хатĕрĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилемесĕр тата 42-шĕпе çулталăкри техника тĕрĕслевне тăмасăр усă курни палăрнă. Ку çеç çителĕксĕр-ха. 8 тĕслĕхре руль умĕнче ларакансен тракторист-машинист удостоверенийĕ те пулман, 2-шĕнче – вăл категориллĕ техникăпа усă курма ирĕк паракан паллăсăр, 10-шĕнче – регистраци докуменчĕсĕр, 14-шĕнче – путевкăсăр пулни палăрнă. Çавăн пекех виçĕ хутчен техникăпа региситраци паллисĕр усă курни, 7-шĕнче техника çинчи  уйрăм агрегатсен  номерĕсем регистрацире  кăтартнипе тÿр килменни тĕл пулнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче техника çине ответлăхсăр пăхнишĕн 37 тракторист-машиниста тата предприяти-организацисен должноçри 7 çыннине административлă майпа ответ тыттарнă, 2 çынна правасемсĕр хăварнă, пĕтĕмпе 7,7 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ.

Умра ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас ыйту.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 сентября 2005
00:00
Поделиться