Моргаушский муниципальный округ

Çурт-йĕр çавăрма - хушма укçа-тенкĕ

Ялта пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма пулăшас тĕллевпе районта 4 программăпа ĕçлесе пырать. Вĕсенчен пĕри «2010 çулччен яла социаллă аталантарасси» федераллă программа. Ку программăпа виççĕмĕш çул ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Çак тавăрса памалла мар субсидие 2003 çулта пирĕн районта 28 çемье 3 миллион та 343 пин те 410 тенкĕлĕх илнĕ. Пĕлтĕр вара 44 çемье пурĕ 4 миллион та 850 пин тенкĕлĕх усă курнă çак пулăшупа.

Кăçал асăннă субсидие  21 çемье 1 миллион та 900 пин тенкĕлĕх илчĕ.

Çак кунсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви «2010 çулччен яла социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ федераллă Программăпа пирĕн район  администрацине 2005 çулта çурт-йĕр тума хушма укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн тавăрса памалла мар субсидие граждансемпе  вĕсен çемье членĕсене çак условисене кура параççĕ:

- ялта регистрациленнĕ тата яланах унта пурăнать пулсан*

- гражданинпа унăн çемье членĕсене çирĕплетнĕ йĕркепе  çурт-йĕр кирлĕ тесе йышăнсан*

- çурт-йĕр тума каякан хакăн 30 проценчĕ  чухлĕ хăйĕн укçи-тенки е кивçен илнĕ укçа пулсан.

Камсем илме пултараççĕ-ха асăннă субсидие;

Енчен те эсир пĕр вĕçĕм ялта пурăнатăр пулсан  тата агропромышленность комрлексĕнче 3 çултан кая мар вăй хуратăр пулсан, тархасшăн, тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме пултаратăр. Çавăн пекех çак тавăрса памалла мар субсидие  ялти социаллă сфера учрежденийĕсенче ĕçлекен врачсем, медицина, педагогика, культура ĕçченĕсем илме пултараççĕ.

 Патшалăх паракан пулăшупа усă курма тăрăшăр. Çулталăк вĕçлениччен 3 уйăх ытларах çеç юлчĕ. Асăннă субсидие кăçал илме мĕнле документсем тата вĕсене хăçанччен хатĕрлемелли,  ку тĕлĕшпе хăвăра хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене эсир район администрацийĕн капиталлă строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче пĕлме пултаратăр.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 сентября 2005
00:00
Поделиться