Сухаçăсен ăмăртăвĕнчен
Кăçалхи çанталăк ял ĕçченне пур енĕпе те пулăшса тăрать: çумăрĕ те нÿрĕкне парать, хĕвеллĕ кунĕсем те васкаварлисене ĕçлеме вăй-хăват хушса тăраççĕ.
Кашни ĕçĕн агротехникăпа палăртнă вăхăчĕ пур. Халĕ тыр-пул, çĕр улми пухса кĕртнипе пĕрлех кĕрхи çĕртме тумалли меллă тапхăр.
Район администрацийĕ, ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕ, агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕ çĕртме сухи тăвакан мехиназиторсене хавхалантарма ăмăрту ирттереççĕ, унăн итогĕсене кашни эрнере пĕтĕмлетеççĕ.
Акă, сентябрĕн 1-7-мĕшĕсенче çак механизаторсем мала тухнă:
ДТ-75маркăллă тракторсемпе:
Пĕрремĕш вырăнта «Рассвет» хуçалăхри А.В. Морозов – 70 гектар сухаланă. Иккĕмĕш вырăнта «Ударни» хуçалăхри С.И. Иванов, вăл 66 гектар сухалама пултарнă. Виççĕмĕш вырăна «Восток» хуçалăхри С.В. Наумов тивĕçнĕ, 47 гектар çĕртме сухи тунă.
Т-150 маркăллă тракторсемпе ĕçлекенсем хушшинче ăмăрту условийĕсемпе килĕшÿллĕн 1-2 вырăнсене никам та тивĕçмен. Виççĕмĕш вырăна «Свобода№ хуçалăхри В.П. Петровский йышăннă, 30 гектар сухаланă. Ăмăрту çĕнтерÿçĕсем укçан парнесене тивĕçеççĕ.