Моргаушский муниципальный округ

Ĕç тăвакан влаç йышĕ пĕчĕкленет

 

Эрне кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, унта «Чăваш Республикинче патшалăх управленине лайăхлатмалли мерăсем çинчен»  Указпа паллаштарнă. Çак Указпа килĕшÿллĕн социаллă ыйтусене пур енлĕн татса парас тата влаç органĕсен ĕç-хĕлне виçеллĕ тăвас тĕллевпе республика правительствин тытăмне ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçченĕсен йышне 10 процент таран чакарса улшăнусем кĕртеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерствине реорганизацилесе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине туса хунă, ăна пĕтернĕ ЧР Ĕçлев, социаллă тата демографи политикин министерствин тивĕçĕсене панă. Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине реорганизацилесе Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствине туса хунă. Çĕнĕ министерствăна хăйĕн ĕç-хĕлне вĕçленĕ Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин тивĕçĕсене панă.

Президент Министерсен Кабинетне реорганизациленĕ Министерствăсем çинчен калакан положенисене эрне хушшинче хатĕрлесе çирĕплетме хушнă.

Николай Федоров Сергей Гапликов кандидатурине Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулмашкăн республикăн Патшалăх Канашне килĕштерме тăратасси çинчен пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсемпе министрсене çирĕплетнĕ:

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ -Чăваш Республикин финанс министрĕ – Николай Смирнов;

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ – Михаил Игнатьев;

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ – Геннадий Федоров*

Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ – Владимир Филатов*

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ – Нина Суслонова*

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ – Валерия Алексеева*

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ – Петр Краснов*

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ – Галина Чернова*

 Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ – Сергей Дринев*

Чăваш Республикин промышленноç тата энергетика министрĕ – Юрий Волошин*

Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ – Вячеслав Краснов*

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ – Гульмира Акимова*

Чăваш Республикин юстици министрĕ – Валерий Петров.

Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ертÿçине Энвер Аблякимова çирĕплетнĕ. Ăнах Президент Указĕпе Чăваш Ен Президенчĕн республикăн Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представительне уйăрнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
14 сентября 2005
00:00
Поделиться