Моргаушский муниципальный округ

Свидетельствăсем пачĕç

 

 

Çурт-йĕр кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Çавна шута илсе, пирĕн районта социаллă çурт-йĕр тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе 4 программа пурнăçланать: вĕсенчен пĕри «2010 çулччен яла социаллă аталантарасси» федераллă программа. Унпа килĕшÿллĕн тавăрса памалла мар субсидие 2003 çулта пирĕн районти 28 çемье 3 миллион та 343 пин те 410 тенкĕлĕх илнĕ. Çак çăмăллăхпа усă курнисенчен 16-шĕ агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем, 12-шĕ – бюджет сферинче.

2004 çулта 44 çемье 4 миллион та 850 пин тенкĕлĕх çăмăллăх илнĕ. Вĕсенчен 35-шĕ агропромышленность комплексĕн, 9-шĕ бюджет сферин ĕçченĕсем.

Кăçал асăннă субсидие 21 çемьене пурĕ 1 миллион та 900 пин тенкĕлĕх пама палăртнă. Асăннă çăмăллăхсемпе усă куракансенчен 18-шĕ агропромышленность комплексĕнче, 3-шĕ бюджет сферинче вăй хураççĕ. Паянхи куна 13 çемье ăна 1 миллион та 178 пин те 550 тенкĕлĕх илнĕ ĕнтĕ. Виçĕм кун вара район администрацийĕн залĕнче районти тепĕр 8 çемье çак çăмăллăхпа усă курма пултарнине çирĕплетекен свидетельствăсем илчĕç. Пурĕ 721450 тенкĕлĕх.

Вĕсене чыслама пирĕн района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев килсе çитрĕ. Вăл асăннă программăпа пирĕн район йĕркеллĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ.

- Çак çăмăллăхсем пулни çамрăк çемьесене çур çул хушшинче çурт çавăрса кĕме май парать. Çĕнĕ çуртра çемьепе телейлĕ пурăнмалла пултăр, - терĕ вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров алă пуснă свидетельствăсене панă май.

- Малашне те производствăра çитĕнÿллĕн вăй хумалла пултăр, - кăмăллăн саламларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, маттур çамрăксене ăнăçусем сунса.

Камсем тивĕçрĕç тетĕр-и çак чыса; Вĕсем Юрий Алексеевич Шаров - «Свобода» хуçалăх водителĕ, мăшăрĕ Алина Владимировна К. Иванов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăй хурать: 84240 тенкĕлĕх.

Роза Рудольфовна Скворцова – Е. Андреев ячĕпе хисерленекен хуçалăх бухгалтерĕ, мăшăрĕ Андрей Валерианович районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ: 84240 тенкĕлĕх.

Шурнов Владимир Германович – «Герой» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пăхакан, мăшăрĕ Валентина Михайловна Шуркассинчи пуçламăш шкулта техслужащире ĕçлет: 72690 тенкĕлĕх.

Киршев Сергей Валериевич – «Юнга агрофирма» инженер-строителĕ: 116220 тенкĕлĕх.

Иванов Валерий Витальевич – «Герой» хуçалăх рабочийĕ: 51480 тенкĕлĕх.

Иванов Александр Николаевич – Ленин яч. хис. хуçалăх электрикĕ, мăшăрĕ Татьяна Юрьевна хуçалăхри хурт-хăмăр пăхакан: 112320 тенкĕлĕх.

Гаврилов Андрей Владимирович – Ленин яч. хис. хуçалăх ертÿçи, мăшăрĕ Светлана Юрьевна çак хуçалăх зоотехникĕ: 155200 тенкĕлĕх.

Иванова Светлана Филипповна – «Ударник» хуçалăх рабочийĕ: 45060 тенкĕлĕх.

Свидетельствăна илекенсем ЧР Президентне Н.В. Федорова, ЧР Ял хуçалăх министрне М.В. Игнатьева, район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова, унăн çумне В.Г. Никитина тав турĕç.

Министр тĕл пулура çакна палăртрĕ:

- Ноябрь-декабрьте асăннă программăпа килĕшÿллĕн тепĕр 15 миллион тенкĕ хушма укçа килсе çитмелле. 1-1,5 миллионне вара Муркашсем илме пултараççĕ.

Çавăн пекех вăл 2006 çулта асăннă çăмăллăхпа усă курмалли сумма республикăна кăçалхинчен 3 хут ытларах килесси, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин ял хуçалăхĕнче аталантарма пулăшас тĕллевпе бюджета ытларах укçа-тенкĕ пăхса хăварни, хушма хуçалăха аталантарма пулăшма палăртни пирки каларĕ.

Ун хыççăн ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа районти хăш-пĕр хуçалăхсенче пулса курчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться