Çамрăк çемьесене – пулăшу.
Муркаш районĕ çамрăк çемьесене çурт лартса парас тĕлĕшпе 4 программăпа ĕçлесе пырать. Ялсен социаллă пурнăçне аталантармалли программа тăрăх нумаях пулмасть 8 çемьене çурт-йĕр çавăрма 721450 тенкĕлĕх субсиди панă. Унсăр пуçне вара кăçал маларах тата 13 çемье çак программа тăрăх 178 пин те 550 тенкĕ укçа илсе çурт-йĕр çавăрма пуçланă. Çулталăк хушшинче пурĕ 21 çемье хăтлă çурт çĕклеме субсиди илĕç. Вĕсенчен 18-шĕ – ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем, виççĕшĕ – патшалăх хĕсметĕнче.
ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев Муркаш районĕнчи çамрăк çемьесене çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламланă.
"Хыпар"