Моргаушский муниципальный округ

В. Егорова парнисемшĕн

 

Олимп чемпионки Валентина Егорова  парнисемшĕн çăмăл атлетикăпа çуллен ирттерекен ăмăрту кăçал сентябрĕн 17-мĕшĕнче пулать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ăмăртăва хатĕрленсе ирттерме  сентябрĕн 7-мĕшĕнче ятарлă йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн йĕркелÿ комитетне тата ĕç планне çирĕплетнĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова ертсе пырать.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ЧР спорт тата физкультура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ю.М. Николаев, Çĕнĕ Шупашкарти Б.Н. Атаманов хутшăнчĕç. Ларура ăмăртăва хатюрленсе ирттерес ыйтăва сутсе явнă, Муркашри стадиона çитсе пăхнă.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 сентября 2005
00:00
Поделиться
;