Моргаушский муниципальный округ

Чăх-чĕп пăхакансен çитĕнĕвĕ.

 

Чăваш Республикин чăх-чĕп фабрикисен пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта вĕсем 204 миллион тенкĕлĕх пĕтĕмĕшле продукци туса илнĕ, ку 2004 çулхи шайран 3,5 хут нумайрах.

Чăхсенчен çăмарта илессипе Муркашри патшалăх унитари предприятийĕ мала тухнă – кашни чăхран 159 штук.

Пĕрремĕш çур çулта чăх-чĕп пăхакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 3986 тенкĕпе танлашнă, унчченхи çулхи çав вăхăтринчен 503,8 тенкĕ нумайрах.



"Хыпар"
08 сентября 2005
00:00
Поделиться
;