Вăл пирĕн асрах, чĕререх
Пурăннă пулсассăн пирĕн ентешĕмĕр СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев виçĕм кун 76 çул тултарнă пулĕччĕ. Пирĕн районти Калайкасси шкулĕ шăпах ун ячĕпе хисепленсе тăрать. Çавна май çак кун асăннă шкулта ирхине чăваш кăйкăрне халалласа асăну митингĕ пулса иртрĕ.
Çав кунах Андриян Григорьевича асăнса çăмăл атлетикăпа 2 республикăри чупав иртрĕ. Старт Етĕрне районĕнче пуçланчĕ. 13 сехетре вара Етĕрне районĕн спортсменĕсене Ваçкассинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.М. Васильев, пирĕн районти спортсменсем, шкул ачисем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Нина Пантелеевна Андриян Григорьевича пирĕн районта яланах хисеплесе асра тытнине, асăннă чупав районти спорта юратакансене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнине палăртрĕ. Сосновка шкул ачисем уяв программине илмелĕ юрă-кĕвĕпе пуянлатрĕç.
13 сехет çурăра вара асăннă чупава хутшăнакансем Ваçкасси – Отарккă – Муркаш маршрутпа çула тухрĕç. Ĕнер вара чупав малалла пычĕ.
Сентябрĕн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем Муркаш – Калайкасси – Шупашкар маршрутпа çула тухрĕç. Вĕсене ăнăçусем сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова, вăрçăпа ĕç ветеранĕ И.А. Васюхин т. ыт. те саламларĕç. Чупава Орининти, Москакассинчи, Ярапайкассинчи, Калайкассинчи шкулсем хутшăнаççĕ, эстафетăна Шомикра Шупашкар районĕ йышăнĕ. Вăл паян Шуршăлта космонавтика музейĕнче вĕçленет.