Моргаушский муниципальный округ

Каратэ мастерĕн ятне тивĕçнĕ

 

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ытти çĕрти пекех пирĕн районта та Пĕлÿ кунне паллă турĕç. Калайкасси шкулĕ А.Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăрать. Çак кун савăнăçлă линейкăра ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламласа ăнăçусем сунма хăнасем нумаййăн килнĕ. Вĕсен шутĕнче: вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ Л.А. Верховцева, ЧР каратэ федерацийĕн президенчĕ В.А. Тимофеев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Г. Ванеркин т. ыт. те.

Калас пулать, ку шкулти ачасем лайăх вĕреннипе пĕрлех ытти енĕпе те çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă, В.А. Тимофеев кĕтмен çĕртен пурне те савăнтаракан ырă хыпар пĕлтерчĕ. 9 класра вĕренекен Елена Перкова каратэ мастерĕн нормативне ăнăçлă пурнăçланă иккен. Ăна «каратэ мастерĕ» хисеплĕ ята панă. Е. Перкована Пĕлÿ кунне хутшăннă хăнасемпе вĕренекенсем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Çакна та палăртма кăмăллă: Елена пур енĕпе те пултаруллă, вăл юрра-ташша та пĕчĕкренех маттур.

Ку кăна та мар. Çитес кунсенчех Е. Перкова хăй вĕренекен шкулта каратэ секцине уçать, хăйĕн тантăшĕсене тухăç халăхĕсен кĕрешÿ искусствине алла илме пулăшать. Пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр сана Лена!



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 сентября 2005
00:00
Поделиться
;