Моргаушский муниципальный округ

Хастар ĕçшĕн тивĕçлĕ наградăсем

 

Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парассине пысăк тÿпе хывнăшăн тата çак ĕçре нумай çулсем хушши ăнăçлă вăй хунăшăн нумаях пулмасть районти педагогсем «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ:

Альбина Владимировна Иванова – Апчарти пуçламăш классен учителĕ;

Надежда Алексеевна Димитриева – Чуманкассинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературин учителĕ;

Александра Алексеевна Филимонова – «Колокольчик» ясли-сад заведующийĕ.

Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука Министерствин Хисеп грамотине тивĕçнисем:

Сергей Иванович Алексеев – Орининти вăтам шкулти физкультура учителĕ;

Алла Андреевна Калинкина – Нискассинчи вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературин учителĕ;

Светлана Ильинична Карпова – Муркашри вăтам шкулти физика учителĕ;

Надежда Максимилияновна Кондукторова – Калайкассинчи вăтам шкулти аслă вожатăй;

Вера Германовна Степанова – Муркашри лицейри воспитатель*

Зинаида Игнатьевна Тимофеева – Москакассинчи вăтам шкулти математика учителĕ;

Владислав Николаевич Куликов – район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн водителĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 сентября 2005
00:00
Поделиться
;