Çын пурнăçĕпе сывлăхĕ малти вырăнта пултăр
Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче хĕрÿ тапхăр. Вырма ĕçĕсем вĕçленчĕç ĕнтĕ. Нумай çĕрте «иккĕмĕш çăкăра» кăларма тухрĕç. Унпа пĕрлех кĕр аки валли çĕр хатĕрлес, тырă акас, кĕрхи çĕртме тăвас ĕçсем пыраççĕ.
Çапла, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Анчах та, темле пулсан та, пур çĕрте те ĕç сыхлавĕ, хăрушсăрлăхлă ĕç условийĕсем пирки шутламалла, манмалла мар. Мĕншĕн тесен, инкек нихăçан та куçа курăнса килмест. Ĕç сыхлавне, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман, тивĕçлĕ условисем туман пирки районта тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ инкексем пулман мар. Çакна районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисем те, яваплă специалистсем те лайăх пĕлсе тăраççĕ пулин те, ку тĕлĕшпе требованисене пурнăçлама васкамаççĕ.
Акă, нумаях пулмасть район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен координаци канашюн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.
Унта Суворов яч. хис., «Чемеево» хуçалăхсенче тата «Нива «Агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă юлташлăхра ĕç сыхлавне йĕркелес, ĕç хăрушсăрлăхĕн условийĕсемпе тивĕçтерес тата ку тĕлĕшпе законодательствăна пурнăçлас енĕпе мĕнле лару-тăру пулнине тишкерчĕç. Ларăва асăннă хуçалăхсен ертÿçисем ĕç сыхлавĕшĕн яваплисем те хутшăнчĕç.
Кашни хуçалăхрах ку тĕлĕшпе лару-тăру тĕрлĕрен. Ыррипе пĕрлех çитменлĕхсем те сахал мар.
Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ĕçлекенсем валли хăрушсăрлăхлă ĕç услоовийĕсем тума йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кунта ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист тивĕçĕсене пурнăçлама ятарлă çынна документпах çирĕплетнĕ. Хуçалăх тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче ĕç хăрушсăрлăхĕн условийĕсемпе тивĕçтерме участоксен ертÿçисемпе специалистсене, инженерпа техника работникĕсене валли должноçри инструкцисем пур. Ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх тухникин правилисене, ĕç сыхлавне пăхăнас тĕлĕшпе инструктаж ирттермелли сроксене те палăртнă, кашни ĕç тĕсĕпе яваплисене инструкцисемпе тивĕçтернĕ. Йышăннă коллективлă договорта та ĕç сыхлавне тата ĕç условийĕсене лайăхлатма мероприятисем пăхса тухнă.
Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те çук мар. Предприятире ĕç сыхлавне ертсе пымалли система туса хурасси, ĕç сыхлавне йĕркелесси пирки положени çирĕплетессипе хушу докуменчĕ çук. Ĕç сыхлавĕпе инструкцисен переченне те йĕркелемен, кăçала валли ĕç сыхлавĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатмалли мероприятисен планне çирĕплетмен. Хăрушсăрлăх правилисене уйрăмах çирĕп пăхăнмалли ĕç вырăнĕсене палăртман, вĕсенче ĕçлеме наряд-допусксем памаççĕ.
Ĕç сыхлавне пурнăçлассипе виçĕ сыпăклă тĕрĕслев ирттересси йăлана кĕмен, ĕç сыхлавĕпе уйăхлăх ирттермен, ку ыйтăва хуçалăх ертÿçин планеркинче сÿтсе явмаççĕ т. ыт. те. Çулталăкне пĕр хутран кая мар (РФ ĔÇ кодексĕн 225 статйипе тата ытти документсемпе килĕшÿллĕн) хуçалăхра ĕçлекенсене инкек тÿснисене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентмелле, ку требовани те пурнăçланмасть. Ĕç условийĕсем мĕнле шайра пулнине палăртма ĕç вырăнĕсене аттестацилессине йĕркелемен.
«Чемеево» хуçалăхра та ĕç сыхлавĕн требованийĕсемпе тивĕçтерме ятарлă специалист пур, ăна валли ятарлă положени хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Пур çĕрте те ĕç хăрушсăрлăх условийĕсемпе тивĕçтерме, яваплăха çирĕплетсе ятарлă хушу та кăларнă. Кашни ĕçĕн спецификине шута илес ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пурнăçлама нормативлă право акчĕсен комплекчĕ пур.
Анчах ял хуçалăх предприятинче ĕçлекенсене ĕç сыхлавĕпе тивĕçтерме çакă кăна çителĕксĕр. Ĕç условийĕпе ĕç сыхлавне лайăхлатма программа туса хатĕрлемен, мероприятисен планĕ çук. Ĕç сыхлавĕн килĕшĕвĕ те ячĕшĕн тунăскер кăна. Специалистсем, инженерпа техника работникĕсем, уйрăм участоксенче ĕç сыхлавĕн требованийĕсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслемеççĕ.
Виçĕ сыпăклă тĕрĕслев, ĕç сыхлавĕн кунне тата уйăхлăхне ирттермеççĕ. Ĕç сыхлавĕн комиссийĕн членĕсене ĕç условийĕн шайне тĕрĕслеме явăçтарса, унти лару-тăрăва сÿтсе явса, çитменлĕхсене пĕтерме сроксене палăртса решени йышăнасси йăлана кĕмен. Акă, сăмахран, складсенче материалсене купаласа хунă, урайĕ тикĕс мар, çутă çителĕксĕр, алăк умĕсене юсамалла.
Автомастерскойĕнче те лару-тăру тивĕçлĕ шайра мар. Кран-балка тĕрĕслев витĕр тухман, унпа ĕçлекенсене палăртман. Урайĕсем тикĕс мар, лакăм-тĕкĕмлĕ, стенисемпе маччисем хуралса ларнă, чÿречисем таса мар. Мастерскойĕнче ĕçлекенсем валли йăла пÿлĕмĕ çук. Производство участокĕсенче хăрушсăрлăх кĕтесĕсене йĕркелемен, ĕç сыхлавĕн кабинетне çĕнетсе тăмаççĕ. Ĕç вырăнĕсене аттестацилессине йĕркелеме пуçламан. Çынсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмасăр, малтанхи инструктаж памасăр ĕçе илесси йăлана кĕнĕ.
«Нива» Агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă юлташлăхра та ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе лару-тăру тивĕçлĕ шайра мар. Ĕçлекенсен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварас, ĕç хăрушсăрлăхĕн условийĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе кунти ертÿçĕсем предприятин спецификине кура ĕç сыхлавĕн требованийĕсемпе тивĕçтерме мерăсем йышăнмаççĕ.
Ку предприяти ял хуçалăх продукцине туса илессипе тата ăна реализацилессипе тимлет, кунта ĕçлекенсене тата халăха транспортпа тивĕçтерет т. ыт. пулăшу парать. Кунта вара ĕç сыхлавĕ, хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнасси уйрăмах малти вырăнта пулмалла. Апла пулин те çак ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнмест. Предприятире йĕркелÿ, йĕркелÿпе техника мероприятисен комплексне туса хатĕрлемен. Çавна май укçа-тенкĕ нумаях кирлĕ мар пулсан та йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçламаççĕ. Ĕçлекенсемпе договорсем туман, вĕсене ĕç сыхлавĕн условийĕсемпе паллаштарман. Коллективлă договор та, ĕç сыхлавĕпе килĕшÿ те хатĕрлесе çирĕплетмен. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин ларăвĕнче 2002 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче «Муркаш районĕнче 2002-2005 çулсенче ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавне лайăхлатмалли программа çинчен» документра панă сĕнÿсене пурнăçлама мероприятисен планне хатĕрлемен. Ĕç сыхлавне ертсе пымалли система çук. Уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнта ĕçлеме допуск, харпăр хăйне хÿтĕлемелли хатĕрсем паман т. ыт. те.
Координаци канашĕн ларăвĕнче çÿлерех асăннă виçĕ хуçалăха та çитменлĕхсене пĕтерме, РФ Ĕç кодексĕн 212 статйипе килĕшÿллĕн ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пурнăçлама мерăсем йышăнма хушса хăварчĕç.
Уйрăмах ку тĕлĕшпе «Нива» Агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă юлташлăхра тата «Чемеево» хуçалăхра васкавлăн пурнăçласа ĕçе кĕртмелли чылай: ĕç сыхлавĕн служби тата комиссйиĕ, ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйĕ, ĕç сыхлавĕн кунĕ, медосмотр тăрасси т. ыт. çинчен положенисем хатĕрлесе пурнăçа кĕртмелле* ĕç параканăн, ĕç сыхлавĕпе яваплисен çак енĕпе должноçри инструкцисем, харпăр хăйне хÿтĕлеме кашни ĕçлекене памалли йĕрке тата тивĕçлĕ учет пулмалла.
Кирек епле ĕçре те ăнăçу кардсенчен, йĕркеллĕ ертсе пыма пĕлнинчен килет. Апла пулсан, ертÿçĕсен, ĕç сыхлавĕшĕн яваплисен çакăн пирки манас марччĕ. Кирек-хăш участокра та çын пурнăçĕпе сывлăхĕ яланах малти вырăнта пултăр, инкек аякра тăтăр.