Моргаушский муниципальный округ

Шкулпа хуçалăх туслă

 

Йÿçкасси шкулĕнчи савăнăçлă линейкăра çу кунĕсенче «Ударник» хуçалăхра вăй хунă ачасене чысларĕç.

Хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов ачасене тав çырăвĕпе аслă шкулсен справочникне пачĕ. Фермăра ĕнесемпе пăрусене пăхнă арçын ачасем радиолăсене, хĕр ачасем фенсене тивĕçрĕç. Стройкăра вăй хунă ачасене инженер калькуляторĕсене парнелерĕç.

Хуçалăх территоринчи пĕрремĕш класа каякан 65 ачана шкулта вĕренмелли хатĕрсем пачĕç.

Çуркунне шкултан вĕренсе тухнă 32 ачана альбом-буклет туса панăччĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 сентября 2005
00:00
Поделиться
;