Пĕри туртать, темиçен асап тÿсеççĕ
Мĕн вăл табак, мĕншĕн вăл çынна сиенлĕ витĕм парать? Табак çулçинче 9 процент таран никотин, 20 процент таран углеводсем, 13 процент таран белоксем, 4 процент таран сăмала, 2 процент эфир çăвĕсем пур. Вĕсемсĕр пуçне синильнăй кислота, углерод окисĕ, этилен тата ытти веществосем Химие çителĕклĕ пĕлекенсем çак веществосем çыншăн епле сиенлĕ иккенне тавçăраççĕ. Никотин сиенлĕхĕ синильнăй кислотаран юлмасть. Лайăх сортлă табакра та никотин 0,7-1,5 процента яхăн, япăх сортсенче 10 процент таран шутланать.
Сигарет туртнă чухне пĕтĕм никотинăн 50 проценчĕ тĕтĕмпе сывлăшра саланать, 25 проценчĕ табак çуннă чух пĕтет, 5 проценчĕ сгарет юлашкинче юлать. Пĕтĕм никотинăн 20 проценчĕ çеç çын ăшне лекет, çапах та унăн сиенĕ çыншăн пысăк.
Табакри чи сиенлĕ япала шутне никотина шутланă, анчах та хăрушăлăх табак тĕтĕмĕнче радиактивлă полоний – 210 пуррине шутламалла. Организма лексен вăл пухăнса пырать, шыçă (рак) пуçарма пултарать.
Табак çуннă чух тикĕт пулать, унта вара 100 тĕслĕ тĕрлĕ веществосем пур (радиоактивлă кали, бензопирен т. ыт. те). Вĕсем те шыçă пуçарма пултараççĕ.
Тĕрĕслесе пĕлнĕ тăрăх, 1 кг табак çунсан 40-70 г табак тикĕчĕ пулать. Кунне пĕр пачка сигарет туртсан çулталăкра 800 г таран тикĕт çын ăшне лекет. Унăн усси çуккине, сиенĕ çеç пулнине кашни çынах тавçăрма пултарать.
Сигарет çуннă чух тĕтĕм сарăлать (туртакан – ăшне ĕмсе илменни). Çав тĕтĕмре сиенлĕ япаласем ниепле те тасалмаççĕ. Çавăнпа туртакан çын çывăхĕнчи сывлăшри чиенлĕ япаласене туртманнисем сывласа илеççĕ, ăша яраççĕ.
Уçăлтарман пÿлĕмре пирус тĕтĕмĕ пухăнать (хăш-пĕр çĕрте «пуртă çакса хумалăх» тĕтĕм тулать). Çав сывлăша пĕр сехет сывласан 4 сигарет туртнин тĕшне тăрать. Ăна сывлакансене «ирĕксĕрех пирус туртакансем» теççĕ (пируса пассивлă туртакансем). Витĕмĕ туртакансенни пекех: хăвăрт ывăнаççĕ, ĕçлеслĕх чакать, артерисенче юн пусăмĕ хăпарать т. ыт. те. Çав сывлăша туртни уйрăмах ачасемшĕн сиенлĕ, сывлăха сиенлĕ витĕм тивет, аталанăвăн пур енĕ чакать.
Сиенлĕ хăнăхуран уйрăлма пуриншĕн те хăвăрт та çăмăл ĕç тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Пирус туртни тавралăхрисемшĕн сиенлĕ иккенне манмалла мар, тĕтĕме пассивлă çăтакансем «туртакансем»