Ылтăн туйне паллă турĕç
Ятлă çынна ял савать, теççĕ халăхра. Пирĕн тăрăхра та хăйсен ырă ĕçĕпе, ăшă кăмăлĕпе, çепĕçлĕхпе çынсем хушшинчи хисепе тивĕçнĕ çемьесем, çынсем сахал мар. Манăн паян сире çакăн пек çемьесенчен пĕринпе паллаштарас килет.
Кашмаш ялĕнче пурăнакан Татьяна Степановнапа Алексей Кузьмич Замятинсем нумаях пулмасть хăйсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине, ылтăн туя паллă турĕç.
Алексей Кузьмич 1927 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çуралнă. Ачаллах ĕçе кÿлĕннĕ, 13 çултах колхоз ĕçне хутшăннă. 1944 çулта ăна çар службине илнĕ. Хĕсметре вăл Кавказра пулнă, Азербайджан Республикинче 1944 çултан пуçласа – 1951 çулхи май уйăхĕччен (Закавказкий военный округ) службăра тăнă.
Алексей Кузьмич пурнăçра нихăçан та аптраман, йывăрлăхсене тÿсĕмлĕн çĕнтерсе пынă. Унăн аллисем чăннипех ылтăн. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех «Свобода» хуçалăхра вăй хунă. Столяр-плотник ĕçĕсене питĕ ăста пурнăçлать хăйĕн çыпăçуллă аллисемпе. Кирек епле ĕçе тытăнсан та унăн аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать.
Вĕсем Татьяна Степановнапа иккĕшĕ 1955 çулхи июль уйăхĕнче çемье çавăрнă. Калас пулать, Татьяна Степановна та ял-йышра çав тери хисеплĕ çын. Вăл Муркашри тĕп больницăн регистратуринче нумай çулсем хушши ырми-канми тăрăшрĕ. Тĕрĕсрех каласан, ку шăрăхра вăл палламан çын çук та пулĕ. Кашнинпех кăмăллă калаçать вăл, кирек кама та вăхăтра кирлĕ сĕнÿ пама, ырă канашпа пулăшма тăрăшать.
Алексей Кузьмич та, Татьяна Степановна та, çулĕсем каяççĕ пулин те, килте алă усса ларма хăнăхман. Ĕмĕр тăршшĕпех туслăн килĕштерсе пурăнса килти, хуçалăхри ĕçсене те пĕрле пурнăçлаççĕ вĕсем, шăкăл-шăкăл калаçса чунĕсене уçаççĕ. Утă çулаççĕ, вутă хатĕрлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Сахал-и кил-тĕрĕшĕнче куллен пурнăçламалли вак-тĕвек ĕçсем. Туслăн килĕштерсе пурăнни вĕсене вăй-хăват парса тăрать те.
Татьяна Степановнапа Алексей Кузьмич 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте Кашмаш ялĕнче пурăнаççĕ, тăван хуçалăхра вăй хураççĕ. 9 мăнукĕ вара асламăшĕпе аслашшĕне савăнтарса тăраççĕ. Замятинсем 50 çул пĕрле пурăнса ачисемпе мăнукĕсем валли 7 пÿрт лартнă. Мĕн чухлĕ тÿсĕм, ĕçченлĕх кирлĕ çакна валли. Хăяккăн выртнипе нимĕн те пулмасть вĕт. Çурт-йĕр çавăрма нихăçан та çăмăл мар.
Татьяна Степановнапа Алексей Кузьмича ылтăн туй ячĕпе чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, мĕн пур ыррине кăна сунатăп. Тăванăрсен, ачăрсемпе мăнукăрсен чун ăшши сире яланах пурăнма вăй-хăват парса тăччăр.