Моргаушский муниципальный округ

Гражданла хÿтĕлев уйăхлăхĕ пулать

 

Пурнăç урапи ялан пĕр тикĕс кусмасть. Çавăнпа та асăрханса-сыхланса пурăнни нихăçан та, никамшăн та ытлашши мар.

РФ Правительствин 2003 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнчи 547 № «Çут çанталăкри тата техника тĕлĕшĕнчи чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕленме халăха хатĕрлесси çинчен» постановлени йышăннă. ЧР Президенчĕ те 1997 çулхи августăн 25-мĕшĕнче «Хальхи условисенче шкулсенче вĕренекенсене пурнăçа хатĕрлесси» 70 № Указ йышăннăччĕ. Кăçалхи августăн 8-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ «Чăваш Республикинче гражданла хÿтĕлев уйăхлăхне ирттересси çинчен» кăтарту панă. Çак документсемпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 5-мĕшĕччен район территорийĕнче гражданла хÿтĕлев уйăхлăхне ирттерме йышăну  тунă, ăна валли ятарласа план та çирĕплетнĕ. Унта нумай ĕçсем пурнăçлама пăхса тухнă: гражданла оборона мерлприятийĕсене  мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетме смотр-конкурс ирттересси, чрезвычайлă лару-тăрусенчен хÿтĕленме вĕренесси, пушарсенчен сыхланасси, вĕренекенсем хушшинче «Эпир хăрушсăрлăх тĕнчишĕн» ÿкерчĕксен конкурсне, викторинăсемпе уçă уроксем т. ыт. те ирттерессине пăхса тухнă.

Пĕтĕмлетсе каласан, кашни мероприяти пурнăçпа, тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхланассипе çыхăннă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
05 сентября 2005
00:00
Поделиться
;