«Аслă вырăс çулĕ» - Москакасси витĕр
Çирĕп сывлăхлă çын паян вĕренме те, ĕçлеме те пултарать. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла çитĕнÿллĕн утать. Ахальтен мар ĕнтĕ Пĕрлешÿллĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй ассамблеи 2005 çула Пĕтĕм тĕнчери спортпа физвоспитани çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ, мĕншĕн тесен спортпа туслă пулни, спорта юратни вĕрентĕве, экономикăна аталанма, сывлăха çирĕплетме, çĕр çинчи мире çирĕплетме пулăшать. Çакна шанса, çакна тĕпе хурса ĕнтĕ кăçалхи майăн 28-мĕшĕнче «Аслă вырăс çулĕ» ятпа эстафета пуçланчĕ. Старта Владивостокран пуçларĕç. Финиш сентябрĕн 8-мĕшĕнче Санкт-Петербургра пулать. Çак хушăра пĕтĕм тĕнчери спортсменсем пĕтĕм тĕнчери спортсменсем Раççейĕн 28 регионĕ витĕр чупса иртеççĕ. Асăннă «Аслă Вырăс çулĕ» эстафета шăпах Приморски, Хабаровск, Красноярск крайĕсен, Буряти, Пушкăртстан, Тутарстан, Чăваш республикисен, Еврей автономи, Амур, Чита, Иркутск, Кемерово, Омск, Новосибирск, Тюмень, Свердловск, Челябинск, Оренбург, Ульяновск, Самара, Тверь, Новгород, Ленинград облаçĕсен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисен администрацийĕсем пулăшнипе иртет.
Иртнĕ вырсарни кун вара асăннă эстафетăна хутшăнакансем Москакасси тĕлĕпе чупса иртрĕç.
Хăнасене кăнтăр тĕлĕнче Москакасси столовăйĕ умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М.А. Романов, районти спортсменсен пĕр ушкăнĕ, районти культура ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç.
Çÿлерех асăннă регионсенчи спортсменсемсĕр пуçне Англи, Шотланди спортсменĕсем йышлă. Вĕсем хушшинче «Аслă Вырăс çулĕ» эстафетăна шухăшласа кăларса йĕркелекен британи çынни Ричард Холдейн та. Вăл - çăмăл атлетика ăмăртăвĕсемпе марафонсене йĕркелесе ирттерессипе пуян опыт пухнă Пĕтĕм тĕнчери The World Race Trust ассоциаци членĕ.
- Спорт Пĕтĕм тĕнчери халăх хушшинчи туслăха çирĕплеттĕр, - тет вăл.
- Ыттисем те пирĕ йыша хутшăнччăр, хăйсен сывлăхĕ пирки шухăшлаччăр, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ эстафетăна хутшăнакан 2 (тепри Шупашкарти В.Н. Смирнов) чăвашран (кашни регионтан 2-шерĕн чупаççĕ) пĕри Шупашкарти 56-мĕш шкулти П.В. Данилов. Халăхсен хушшинчи туслăха та çирĕплетеççĕ çакăн пек мероприятисем.
Чăннипех те, эстафетăна хутшăнакансем хушшинче акăлчансемпе вырăссем, тутарсемпе чăвашсем, ытти халăх çыннисем. Тĕрлĕ професси çыннисем: студентран пуçласа педагогсем, слесарьсем, платниксем т. ыт. те таранах.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова хăнасене район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Чупав ертÿçине район энциклопедийĕпе «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнекене парнелерĕ. Пирĕн районта спорт мероприятийĕсем йышлă иртни, пирĕн районтан тĕнче шайĕнчи спортсменсем тухни Англипе Шотланди çыннисене çеç мар, Раççейри тĕрлĕ регион спортсменĕсене те савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Курасчĕ сирĕн тата вĕсем чăваш хĕрĕсен юрри-ташшисемпе епле кăмăллă пулнине. Районти культура ĕçченĕсен Ю.Н. Жуков ертсе пыракан ансамблĕ хальхинче те хăйсем хăйсен професси çыннисем пулнине çирĕплетсе пачĕç.
Муркаш районĕнчи чарăну ырă асăну хăварасси пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Çакă эстафетăна хутшăнакансен сăмахĕсенче çеç мар, çиçекен куçĕсенче те палăрчĕ.