Сутăр, эрех сутăр, çын куççулĕпе пуйăр
Инкек тени пирĕнпе юнашарах пурăнать тет. Алăк айĕнчен пăхать тет те: «Ку çын манран хăрать. Ун патне тепĕр чух кĕрĕп. Халь вăйпа чĕнекенсем патне каям-ха», - тесе калать тет. Çапла майĕпен пурин патне те çитет тет. Паян сан усал ĕçна курса кĕреймерĕ пулсан, ачусем патне çитет тет. Çакăн пек юмах ярса паратчĕ пире асанне. Ача чухне асанне каласа панă юмахăн тĕшшине ăнланмастăмччĕ пулин те çав инкекрен питĕ хăраттăм. Мана вăл темшĕн питĕ пысăк та тискер çын сăнарлă курăнатчĕ. Хамăн пурнăç сукмакĕнче инкек тенипе чылай тĕл пулма килчĕ. Анчах та çав инкек тенине хам айванлăхпа ал парса иртрĕм пулĕ тетĕп. Эпир хамăр пурăнма пĕлменнипе ачасен, мăнуксен пурнăç çулне те урăх сукмакпа пăрса яратпăр. Çакăн çинчен пирĕн манас марччĕ.
Ялта кашни çын мĕнле пурнăçпа пурăннине, мĕнле сывлăшпа сывланине ывăç тупанĕ çинчи пек курса тăратпăр. Чун ыратать, куççулĕ тухать. Çын тени пĕтсе пырать. Пире турă çĕр çине пултарнă чух чун пĕтрĕ. Çынна çын вырăнне хуми пултăмăр. Хамăр карьерăшăн, мулшăн çын пурнăçĕ, сывлăхĕ урлă мăнаçлăн утса каçатпăр. Çак илемлĕ те пархатарлă çĕр çине эпир шутлă кун пурăнма килнĕ, анчах та ăна та пулин йĕркеллĕ пурăнма пĕлместпĕр. Кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнаттăмăр, халь курайми пулса пыратпăр. Çын çемйине аркатса çемье çавăрсан та хамăр тунă усал ĕçрен вăтанма пĕлмесĕр халăх умне тухса калаçма именместпĕр.
Ăçта çитетпĕр, мĕн патне çитсе тухатпăр;
Кашни килте тенĕ пекех эрех сутасси, пирĕн ялта анчах мар, пур тăрăхра та пур ĕнтĕ. Çав «хаклă шĕвеке» сутсе ниçта ĕçлемесĕр хырăм сарăличчен çиме, капăр тăхăнма, çурт çĕклеме те пулать. Ма сутас мар; Туя çине таяннă асанне те, питне-куçне писев сĕрекен чипер кин те, пăхатир пек вăйпитти арçын та, пысăк вырăнта ĕçлекен пуçлăх та, ачасене нумай çул тĕрĕс пурăнма ăс-тăн панă вĕрентекен те – пурте-пурте сутаççĕ. Хăйсем вара эрехне лавккаран лайăхраххине туянаççĕ.
Акă Явăльня урамĕпе утса тухар-ха. Камран эрех илме пулать. Çÿлте пĕр пĕччен асанне пурăнать. Кăвак çулăм пÿртрех, карта-хури юсавлă. Ачи-пăчи те час-часах килсе çÿрет. Пенси укçине кашни уйăхрах илет. Çав укçа кинемине пурăнма çитмест-ши вара; Унран туяннă эрехе пулах миçе çын месерле яла кайни çинчен те пач шутламасть, апăрша. Хăй кашни чиркÿ праçникĕнче çамки шăтса каймалла пуç çапса çылăх каçарать пулĕ-ха. Унăн ватлăхĕ çитнĕ, пурăннă чух тунă çылăхĕсене пĕрлех илсе каятăп тет пулас. Анчах çĕр çаврака вĕт. Унăн çаврăнмалла та çаврăнмалла. Çаврăннăçемĕн унăн мăнукĕсем тĕлне ăншăрт ÿкмĕ-ши; Вĕсем те ачисен çăварĕнчен çăкăр таткине туртса илсе, çак кинемей патне паян кун утакан çынсем пек, пулштук илме каймĕç-ши; Турă сучĕ çитет, асанне. Вăл васкамасть. Çакăн çинчен шутласа пăхсан малашне эрех сутасси çинчен манмалла мар-ши;
Акă тата кунта пĕр капмар çурта йышлă çемье пурăç лавне сиксе туртать. Ашшĕ-амăшĕ тава тивĕçлĕ çынсемех пулнă вĕт. Ача-пăча çемьеленсен пурнăçа хăйсем пĕлнĕ пек пурăнаççĕ. Илемлĕ кин хитрелĕхне йывăр ĕçпе асапланса ирттермест ĕнтĕ. Упăшкин ашшĕ тăрăшнипе пÿрте шыв кĕртнĕ. Кран пăрнипех укçа тума пулать паянхи кун. Пăхатир пек упăшка питĕ ăста. Таçтан тем тупма пултарать. Ялти «тăрри шăтăк этемсем» 30 тенкĕ тăракан хаклă шывшăн çĕр улми, сухан, кирлĕ пулсан кÿршĕсенне хăма та вăрласа килеççĕ. Ма чипер арăма ĕçпе хуçас; Иккĕшĕ те ниçта ĕçлемесĕрех питĕ чаплă пурăнма пĕлеççĕ. 200 тенкĕ парса илнĕ «наркăмăшран» 750 тенкĕ тупăш тума пулать. Кун каçма çитмест вăл. Эх-хе хей, илемлĕ кинĕн «килти лавккара» сутă туса тăриччен çĕр улми анине çумласчĕ. Сăваплăрах ĕçчĕ. Ачисен пуласлăхĕ çинчен шутлаççĕ-ши кăвакарчăн-сутуçăсем; Пурте ĕçкĕç пулса пырсан сан ачусене те çав шăпах кĕтмест-ши; Шутлăр-ха. Тепĕр 15-20 çултан сирĕн ачăр та кÿршĕ «эсир тарласа пуçтарнă мула» чун йăпатмăш илессишĕн сĕтĕрмĕç-ши; Килĕшÿллĕ-ши; Малалла кама мĕнле шăпа кĕтнине пĕр турă çеç пĕлет. Кая юлман-ха хальлĕхе, хăв юсансан ачусен шăпи те урăхланĕ. Ватлăху та лайăх пулĕ.
Пăх-ха тата ку чăх-чĕп вĕçсе кайми илемлĕ хуçалăхра çăмăл машинăпа чупакан, кăштах çемçе пукан çинче ларакан маттур арçын пурăнать. Укçи çитсе пыраймасть пулĕ çав çăмăл машинăна кашни кун унталла та кунталла хăвалама. Ачисем те «чавси çĕтĕк кĕпепе çÿреççĕ», «хытă çăкăр кăшласах» çитĕнчĕç. Вĕсене этем ретлĕ çынсем тăвас тесен ялти эрех пăккисене «мунча трест» çутнăшăн мĕн пулать. Çынсем сутаççĕ пулсан, ма сутас мар; Укçа аякран тĕкмест. Хамăр ĕçмесен те çынсем ĕçчĕр. Кам вăйпа парать; Хăйсем илеççĕ вĕт. Ĕçекенсен пуçĕ çуккишĕн çын айăплă мар. Çемçе пукан çинче ларакансен амăшĕ хăй шучĕпе пурне те сутмасть, «кирлĕ çынсене çеç». Унсăрăн ялта та кайĕ.
Ай-уй, ку пĕччен хĕрарăмăн сутмаллах ĕнтĕ. Чĕрине çукă çулĕ типме те ĕлкĕреймерĕ пулĕ-ха. Ачисене ура çине тăратас тесен упăшкашăн тухакан пенсипех пурăнаймăн. Упăшки куç тулли илемлĕ ывăлсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăличченех сутатчĕ-ха. Инкекĕ те куçне уçаймарĕ пулас. Чарăнас вырăнне çанă тавăрсах сутма пуçларĕ. Ĕçлемесĕр илекен укçапа çырлахмасть «ĕçлеме юратакан» тăлăх арăм. «Эрехçĕсен турри» укçасăрах, кайран пенси илсен, укçа пулсан памалла пулать. Мĕнле аван. Пурте пур унăн. Совеç тени çукрах пулĕ çав. Çамрăк çав халĕ. Курмалли нумай пулĕ çав пурнăçра. Эрех çулĕ вăрăм вăл. Тен, ватлăхра сана та çав çынсен шăпи кĕтет. Ачусем çитĕннĕçемĕн куçĕ уçăлать. Пăрăнмĕç-ши санран; Кая юлман чухне куçне уçсам, инкеке хăвăнтан пăрсам.
Ак тата ку килте, çулсем чылай аякка чупсан çеç çемье çавăрнă, анчах амăшĕ пулма тур пÿрмен хĕрарăм, туя çине таянса пулин те «пурлăх шывне» туянса сутать. Ма сутас мар. Килте вăл шĕвеке ĕçсе тарăхтаракан çук.Ялта кашни килте тенĕ пек е хĕр арăм е арçынĕ эрех ĕçме юратать. Вăрласа тунă укçа мар. Сут та сут. Укçи те пулать, ĕçĕ те пулать. Пĕччен килте ларни мар. Эрех тусĕсем килсех тăраççĕ, вĕсемпе калаçса хăй пĕччен пулнине манать. Анчах та ватлăх кантăкран шаккасан та ăс кĕмен-ши; Пурнăçра пулса пынă инкек-синкексем те шухăшлаттармаççĕ-ши «ватă сутуçăна»; Çын таса чунпа, хăй вăйĕпе ĕçлесе тунă укçан хакĕ пысăкрах мар-ши;
Паян каллех çăва çине хура тĕмĕ вил тăпри хутшăнчĕ. Пурăнмалли çынччĕ. Хĕрĕх урлă каçайнă çеç. Мĕне пула пурнăçпа ирех сыв пуллашрĕ; Кама е мĕне пула; Эрехе пула.
Эрех! Эрех мар, йÿнĕ спирт! Ытла та хăрушă наркăмăш эсĕ! Çулталăк хушшинче сана пула Юнкă тăрăхĕнчен тĕттĕм яла миçе çын ăсанмарĕ-ши; Вĕсен чаракĕ çук çав, виçине пĕлмеççĕ, çавăнпа ĕçеççĕ. Эсир чаракне пĕлекен ăссăр этемсем ма вара çав териех мул хутаççине этем вилнипе тултарассишĕн тăрăшатăр. Эсир сутакан таса мар спирта ĕçсе вилекенсем чылай пулсан та сирĕн чарăнас тĕллев çук-ши; Чунсăр та этемлĕхе çухатнă çын кĕлеткисем кăна и эсир; Ылхана тивĕç мĕскĕн чунсем; Эсир этем утакан сукмакпа утма та тивĕç мар. Хăрамастăр-и: сире пула вилнĕ çынсем çĕрлесерен эрех илме шăтăкран тухса килесрен; Эрех серепине пурнăçăн тĕрлĕ шăйрăкĕсене чăтайманнисем лекеççĕ. Эсир сывă та урă чунлă пулсан ма вĕсене вилĕм енне вăйпах тĕкетĕр. Лавккасенче çĕрле эрех памаççĕ. Кивçенле, пенси илсен памалла сутмаççĕ. Çын анкартинчи пахча-çимĕçпе улăштармаççĕ. Килти кирлĕ хатĕр-хĕтĕрле памаççĕ. Эсир, пуйма ĕмĕтленекен укçа тарçисем, ним умĕнче чарăнса тăматăр. Арăмĕ, çывăх çынни вăрçнинчен хăрамастăр. Штраф тÿлессинчен шикленместĕр. Хăвăрăнне анчах мар, ачусен шăпине хурапа çырса хуратăр. Шутлăр, ыр çынсем, шутлăр. Турă пире çак çĕр çине пултарнă пулсан, пирĕн кашни утăма, кашни ĕçе сăнаса тăрать. Эсир çынна усал сунни мар-ши çак эрех сутни; Çын куççулĕ çĕре ÿкмест теççĕ ваттисем. Çак куççулĕ сирĕн çине ÿкме пултарать. Турă сучĕ çитет. Сире малашне мĕн кĕтнине пĕр турă çеç пĕлет. Чарăнăр! Чунăрсене шуйттана сутса, ачăрсен пурнăçне ан варалăр, хăвăр пурнăçăра тамăк хуранне ан чикĕр. Кашни усал ĕçĕн вĕçĕ пур. Сире те кĕтет «вĕçĕ». Ун чухне камра айăпăра шырăр, кама ылханса макăрăр;
Чарăнăр! Çитет виле хыççăн виле çăва çине ăсатма, çын куççулĕпе мул пухма.
Ял тата район администрацин те кăштах ĕнсе хыçкаласа илесчĕ. Вăрçăра мар, салтакра мар, эрех черккипе çапăçса куçĕсене хупаççĕ Вăй питти хĕрĕх урлă каçайнă çамрăк арçынсем, хĕрарăмсем. Ачасем ашшĕ-амăшĕсем пур çинчех выçăхса, çĕтĕк-çатăк çÿреççĕ. Çамрăк арăмсем упăшка пур çинче йывăр ĕçе кÿлĕнеççĕ. Пăшалпа талпăнса килекен тăшмансене çĕнтерме пултарнă 60 çул каялла пирĕн асаттесем. Çулталăкра çав эрехе пула пирĕн ялтан вунă çын ытла пулсан тĕнчипе миçе çын-ши; Халь вара эрех сутакансене хирĕç кĕрешме вăй тупаймастпăр-ши; Пирĕнтен ахаль çынсенчен питĕ сахал килет. Чарар çав килти эрех сутуçисене! Спиртсене ялтан яла сутма килекенсене чарма пулать. Вĕсен машина номерĕсене анчах мар, çыннисене те аван пĕлсе тăраççĕ сутуçисем.