Моргаушский муниципальный округ

П.П. Давыдов: Влаç ответлăхĕ ÿсет, влаçа ответлă çынсем килмелле

 

«Ударник» хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов республикăн аслă органне депутата 3 хут суйланнă.  1975 çултанпа вăл пĕр улшăнмасăр район Совечĕн депутачĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Платон Павлович шухăшĕ çапла:

- Çĕнĕ саккунпа килшÿллĕн вырăнти влаçăн ответлăхĕ ÿсет. Вĕсен хăйсен бюджет, укçи-тенки пулать. Укçа-тенкине кура кунти учрежденисене тытса тăмалла, вырăнти территорие аталантармалла. Вырăнти пуçлăхĕсен ответлăхĕ пысăк пулать. Çав шутра – депутатсен те.

Малтан вырăнти влаçăн ручкăпа кăранташ кăна пулнă пулсан, халĕ вăл вырăнти пурнăçшăн пур енлĕн ответлă пулать. Çавăнпа влаçа ответлă çынсем кирлĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
31 августа 2005
00:00
Поделиться