Моргаушский муниципальный округ

Мĕн пур механизаторсене, хуçалăхсен ĕçченĕсене!

 

«Нива», «Рассвет», «Герой», «Оринино», «Ударник», «Свобода» хуçалăхсен ертÿçисене – В.С. Кондратьев, А.Н. Пихтеров, Р.Н. Тимофеев, Ю.Н. Шишокин, П.П. Давыдов, К.Е. Сретинский юлташсене, мĕн пур механизаторсене, хуçалăхсен ĕçченĕсене!

Сире вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ, тыр-пула пĕр тăккаламасăр пухса кĕртнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп!

Çак çитĕнÿ эсир хуçалăх ĕçĕшĕн, тыр-пул шăпишĕн çунса тăнипе, сирĕн кулленхи тăрăшулăхпа пулнă. Пысăк тав сире пурне те уншăн.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха. Çитес çулхи тухăç никĕсне те халех хывса хăвармалла. Мĕн пур уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ вĕçлеме сире ăнăçусем, çемьере телей тата тулăх пурнăç, çирĕп сывлăх сунатăп.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
31 августа 2005
00:00
Поделиться