Çынсемшĕн тăрăшать.
Сергей Ермаков Юнкă ял администрацине ертсе пырать. Çынсем ăна тăрăшуллă пулнăшăн, тăван тăрăха аталантарма тăрăшнăшăн хисеплеççĕ. Çут çанталăк газне тăван тăрăха илсе çитерме нумай вăй хучĕ вăл.
Çулсене пăхса тăрас, шкула пулăшас тесе çине тăрать, песионерсене канăç паман ыйтусене май килнĕ таран татса пама тăрăшать. Паянхи йывăр саманара хăйсемшĕн тăрăшнăшăн çынсем С.Ермакова чĕререн тав тăваççĕ.
"Хыпар"