Темиçе хутчен пулăшрĕç
Çамрăк чух, ÿт-пÿре вăй-хал тапса тăнă чух, ним курассăн та туйăнмасть. Анчах та ватăлнăçемĕн вăйĕ те чакать, сывлăхĕ те хавшать. Унсăр пуçне тата кĕтмен çĕртен, сасартăк чирлесе ÿкни те пулать. Манăн пурнăçра та çакăн пек самантсем темиçе хутчен те пулчĕç.
2003 çулта чĕрепе чирлесе ÿкрĕм. Мана ялти фельдшерица Е. Ошманова васкавлă пулăшу машинине чĕнсе больницăна леçсе хăварчĕ. Тавах ăна уншăн. Больницăра мана И.Ф. Королькова врач йышăнчĕ, кунта 14 кун сиплерĕç. Ун хыççăн Шупашкара ячĕç. Унти больницăра реанимаци уйрăмĕнче 22 кун пĕрре тăратмасăр вырттарчĕç. Ун хыççăн палатăна куçарчĕç. Тепĕр 3 кунран киле ячĕç. Халĕ аптрамастăп. Инна Федоровна та сывлăха тĕрĕслесех тăрать, эмелсем çырса парать.
Тепрехинче урана операци тунă хыççăн киле ячĕç. Пĕр каç килте выртнă хыççăн ÿпке шыçнипе апртаса ÿкрĕм. Выртаймастăп та сывлама та питĕ йывăр. Чун тухса каяс пек ларас килет. Хулара пурăнакан ывăл ачан мăнукĕсем фельдшерицăна чĕнсе килчĕç. Вăл чупса каçрĕ, укол, компресс турĕ. Кайран хĕрача килсен васкавлă пулăшу чĕнсе илсе каллех больницăна илсе кайрĕç. Кунта мана И.С. Данилова врач сиплерĕ, уколсем туса эмелсем ĕçнĕ хыççăн сывлама çăмăлланчĕ. 10 кунтан, сывалнă хыççăн мана киле ячĕç. Ирина Семеновна мана: «Эсĕ ватă, пăхмастпăр», темерĕ. Кунти медицина ĕçченĕсен чĕлхисем те питĕ çепĕç, хăйсем йăваш. Вĕсем алăкран кĕрсенех ыратсан та ыратман пек туйăнать.
2004 çулта каллех инкек пулчĕ. Ÿксе урана хуçрăм, ĕнепе сусăрăнтăм. Ÿксен ниçта та тапранаймарăм. Юрать-ха, ял хушшинче пулчĕ ку. Уйра пулнă пулсан никам та курас çукчĕ. Т. Ванюшкина больницăна васкавлă пулăшу уйрăмне шăнкăравланă. Çумăр çунă пирки çынсем клеенка витсе янă. Каллех васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсем тÿрех килчĕç, больницăна вăхăтра илсе çитерчĕç.
Кунта Л.Н. Андреев врач-травматолог мана питĕ тăрăшса сиплерĕ. Рентгенпа пăхнă хыççăн ура шăммисене тÿрленме çакса хучĕç. Пĕр-ик эрне выртсан операци турĕç, каллех çакса хучĕç. Тепĕр 10 кун иртсен урасене вĕçертсен киле ячĕç. Ун хыççăн пĕр çул çитиччен шăмăран тимĕрсене кăларчĕç. Халĕ килте хуллен кăштăртатса çÿретĕп, килте кăштах ĕçлекелетĕп. Леонид Николаевич тăрăшман пулсан эпĕ ура çине тăраяс çукчĕ, утакан та пулас çукчĕ.
Больницăра нумай выртма тиврĕ мана юлашки çулсенче. Каланисемсĕр пуçне тата тепĕр икĕ хут лекмелле пулчĕ. Пĕрре алла йытă тăлларĕ, ăна Л.Н. Андреев çĕлесе ячĕ. Тепрехинче лаша урапин турти пуçĕпе çапса ÿкернĕ, эпĕ тăнсăр пулса ÿкнĕ. Манăн ĕнсе те тытайми пулнă. Ку хутĕнче те мана Леонид Николаевич сиплерĕ. Питĕ пысăк тав ăна уншăн.
Больницăра ĕçлекен мĕн пур медицина ĕçченĕсене, уйрăмах васкавлă пулăшу, терапи, хирурги уйрăмĕсенче ĕçлекенсене: врачсемпе медицина сестрисене, санитаркăсене пурне те чĕререн тав тăватăп. Сире йăлăхтарса та çитертĕм пулĕ пĕрмай выртса. Инна Федоровнана, Ирина Семеновнана, Леонид Николаевича уйрăмах пысăк тав. Ашшĕ-амăшĕсене те çакăн йĕркеллĕ çынсене пăхса ÿстернĕшĕн, вĕрентнĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав тăватăп. Тухтăр пулмах çуралнă вĕсем.
Пире, ватă çынсене, сиплесе ура çине тăратнăшăн, сире турри сывлăх патăр, пурнăçăрсем тулăх пулччăр, аллу-урусем таса пулччăр. Пурне те пысăк тав.