Моргаушский муниципальный округ

Алоэ - килти тухтăр

 

Час-часах эпир аптекăсем тăрăх хаклă эмел шыраса çÿретпĕр е сиплĕ курăк хатĕрлетпĕр. Чÿрече анине вара пăхса илме манатпăр – унта вара «килти тухтăр» - алоэ – тунсăхласа ларать.

Анчах йывăр çын, цистит, геморрой, амалăхран юн кайнă, пĕвер, ват хăмпи чирĕсем чухне алоэ юрамасть. 3-5 çулхи ÿсен-тăран лайăх.

Бронх астми, ÿпке чирĕсем, плеврит чухне алоэ çулçине касса 2 эрне 4-8 градуслă тĕттĕм вырăнта (холодильникăн аялти çÿлĕкĕ çинче) тытмалла. Унтан вĕтетмелле, 1:3 пайсемпе шывпа хутăштарса 1 сехет лартмалла, сĕткенне кăлармалла. 0,5 стакан хатĕрленĕ сĕткен çине 0,5 кг вĕтетнĕ грек мăйăрĕ, 0,3 кг пыл хушса пăтратмалла. Ăна пĕршер апат кашăкĕ кунне 3 хутчен апат умĕн çур сехет малтан çимелле.

Апат япăх ирĕлнĕ, тула каяйман тата пĕчĕк йÿçĕклĕхлĕ гастрит чухне апат умĕн 10-шар тумлам тин хатĕрленĕ алоэ сĕткенĕ ĕçмелле.

Сăмса юхнă чухне кунне 2-3 хутчен сăмса шăтăкĕсене алоэ сĕткенĕ тумлатмалла.

Шăйăрттарнă вырăнсене, сурансене сиплеме сиенленнĕ вырăн çине алоэ çулçи çурса хумалла. Вăл çăпанпа пиçсе кайнă вырăнсене сиплеме те пулăшать.

Шăл тунисенчен юн кайнă чухне алоэ сĕткенĕпе çăвара чÿхемелле.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 августа 2005
00:00
Поделиться