Моргаушский муниципальный округ

Ÿсĕмлĕ ĕçлесен алăсем те усăнмаççĕ

 

«Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма каçалăкĕ çурмаран каçрĕ ĕнтĕ. Уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха эпир пулнă кун (августăн 22-мĕшĕ) 369 гектартан 210 гектар çинчен пуçтарса тирпейленĕччĕ ĕнтĕ. «Уй-хир карапĕсем» ялтан инçерехри урпа уйĕнче юлашки гектарсене выратчĕç.

- Паян вырса пĕтереççĕ. Пухса тирпейлемелли тепĕр икĕ уй – сĕлĕпе çурхи тулă лаптăкĕсем юлаççĕ, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Юрий Геннадьевич Михайлов тĕп инженер.

Уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха кĕртнĕ çĕрте тăватă вырма экипажĕ вăй хурать. Валерьян Димитриев, Валерьян Ефремов, Иван Угольников, Вячеслав Андреев комбайнерсем хăйсен типвĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Сăмах май, Валерьян Димитриев, комбайнерта тăваттăмĕш сезон вăй хураканскер, унччен ытти хуçалăхсемпе регионсенче ĕçленĕскер, хăйне çирĕплетсе панă «Нива» комбайнпа ку таранччен 200 тонна ытла тĕш тырă çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕччĕ. Комбайнерсен районти ăмăрту условийĕсемпе килĕшÿллĕн, иртнĕ эрнере унта призерсен шутне те лекнĕ.

- Вунсаккăрмĕш çул вырмана хутшăнакан çак «хир карапĕпех» тапаçланатăп, анчах маххă парасшăн мар-ха,- пĕлтерчĕ Валерьян Александрович.

Виталий Ивановпа Владислав Кузов водительсем комбайнсем çапса тĕшĕленĕ тырра Мулкачкассинчи тĕп йĕтем çине çийĕнчех турттарса тăраççĕ.

Йĕтем çинчи пĕтĕм ĕçсене йĕркелесе пыракан Константин Петрович Мясников кунта вăй хуракансен тăрăшулăхĕпе кăмăллă. Уйран килекен тырă-пулăна типĕтсе хатĕрлес, кĕлетсене кĕртес, вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе пĕтĕм ĕçсене икĕ сменăпа йĕркеленĕ.

Бригадăсенче вăй хуракансем комбайнсем вырнă хыççăнхи улăма çийĕнчех тирпейлесе урасене купалаççĕ. Ку тĕлĕшпе Александрпа Вячеслав Пушкинсем стогометсемпе ĕçлесе пулăшни пысăк пулăшу. Алексей Артемьев вара улăма пресслас ĕçре хастар.

Хуçалăх çитес çулхи тухăç пирки те çине тăрсах шутлать.

- Кĕр тыррисене 100 ытларах гектар çинче акса хăварма палăртнă, - пĕлтерчĕ хуçлăхăн тĕп агрономĕ Татьяна Геннадьевна Васильева. Вăрлăх çителĕклĕ, çĕр хатĕр, ĕнер акана тытăнма хатĕрленетчĕç. Пĕтĕм лаптăка хĕреслĕ майпа икĕ агрегатпа акма палăртнă. Мулкачкассисемпе Тереçсем кĕрхи çĕртме тăвас енĕпе те вăхăта кая хăварса пымаççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, уй-хирсенчен тухакан 27 центнер вăтам тухăç та кăмăла çырлахтармаллах. Вырма ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме хуçалăх ĕçченĕсене пур енлĕ ăнăçусем çеç сунар.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
24 августа 2005
00:00
Поделиться