Йăлтах ачасемшĕн
Çанталăк ирĕн-каçăн уçăрах пулни те, унта-кунта сарă çулçăсем татăлса анни те сентябрь умра иккенне тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Тепĕр икĕ эрнерен шкулсем ачасен хавас шавĕпе тулĕç. Хатĕр-и-ха вара вĕсен иккĕмĕш килĕ вĕренекенсене кĕтсе илме; Çак ыйту шкул директорĕсемпе ача сачĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче тĕп вырăн йышăнчĕ.
Тĕпрен илсен, шкулсене ача сачĕсем çурри ытла çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Ыттисенче вара юлашки ĕçсем пыраççĕ. Пушар хăрушсăрлăхнех илер-ха. Кăçал, иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлерĕç. Çакăн сăлтавĕ те паллă, ачасен пурнăç хăрушсăрлăхĕ чи малти вырăнта пулмалла. Канашлура районти пушар хуралĕн инспекторĕ А.Н. Изонов ку тĕлĕшпе уйрăмах Ярапайкасси, Йÿçкасси, Ильинка, Нискасси шкулĕсенче ырăпа асăнчĕ. Ярапайкассинче, майсем тупса,ав, пушар сигнализацине вырнаçтарнă.
Çапах та çакна палăртмасăр иртме çук. Пушар хăрушсăрлăхĕн инструкцийĕ вĕрентÿ учрежденийĕсенче курăнакан вырăнта пулмалла. Эвакусаци мелĕпе тухмалли алăксене япаласемпе купалас лартас марччĕ. Шыв тытмалли чавнă вырăнсем те пулмалла. Усă курман йывăç çуртсенче электроэнерги пырассине чармалла. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине манса каяс марччĕ.
Ача ирхине шкул каять те кăнтăрла иртсен çеç таврăнать. Çавăнпа та шкул коллективĕсен ачасен сывлăхне сиен кÿмен условисем туса памалла: ăшши те, çутти те çителĕклĕ пултăр, парта калăпăшĕ ача çÿллĕшĕпе шайлаштăр т. ыт. те. Йăлтах санитари нормисене тивĕçтермелле. Госпотребнадзорăн территорири пайĕн тĕп специалисчĕ Г.Г. Воробьева канашлура тухса каланинчен çакă палăрчĕ. Тивĕш, Çатракасси, Нискасси, Ильинка, Тойкилтĕ, Атапай, Шетмĕпуç, Шатракасси, Мăн Хураçка, Сосновка, Апчар, Йÿçкасси, Калайкасси, Мăн Сĕнтĕр шкулĕсемпе Муркашри лицейра, Çурлатринчи шкул-садра шăпах çакна тĕпе хурса ирттернĕ пĕтĕм ĕçсене. Çавăн пекех «Путене», «Березка», «Малыш», «Улыбка», «Василек» ача сачĕсенче те ку тĕлĕшпе ырăпа асăнмалла. «Солнышко» ача-сачĕ те пĕтĕм хатĕрленÿ ĕçне кирлĕ пек туса ирттернĕ: кунта санитарипе техника оборудованине улăштармалла.
Канашлура шкулсемпе ача сачĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессине тĕрĕслекен ушкăн ертÿçисем лару-тăрура тĕплĕн паллаштарчĕç. Çакна палăртса хăварчĕç: çак эрнере эрне юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсене вĕçлемелле. Çакна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ.
Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.М. Васильев кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пурнăçа кĕртекен çĕнĕлĕхсем çинче чарăннă май, ку тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсем пирки каларĕ. База шкулĕсемпе ресурс центрĕсенче ют чĕлхене, информатикăна 2 класранпах вĕрентме пуçланине шута илсе, кадрсене çакна валли хатĕрлесе çитермелле. Çав шкулсенче профиллĕ программа çине куçнă май, вĕсене ытти шкулсенчен ачасене турттарассине йĕркелеççĕ.
Халĕ сăмахăма çул çитмен çамрăксем преступлени туни çине куçарам. Шел пулин те, кăçалхи çичĕ уйăхра вĕсен йышĕ ÿсрĕ: 20 преступление 25 çул çитмен çамрăк хутшăннă: вĕсенчен 13-шĕ – шкул ачисем. Ку лару-тăрупа ниепле те килĕшме юрамасть. Çавăнпа та канашлура профилактика ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕç. Шкулсенче профилактика канашĕсем пур. Хут çинче çеç мар пулччăр вĕсем, ĕçлеччĕр. Ачасем хамăрăнах вĕт, çавăнпа та шăмат кунсенче ашшĕ-амăшĕсен патрульне йĕркелени те вырăнлă пулмалла.
Террорла актсенчен сыхланас ыйту та пулчĕ канашлура. Ку тĕлĕшпе ятарлă стендсем пулмалла. Шкулсенче ку тĕлĕшпе хуралсем йĕркеленĕ-ха, анчах та вĕсен тимлĕхне ÿстермелле. Ача сачĕсенче те ку ĕçе йĕркелемелле.
Татса памалли ыйтусем пур-ха. Ку тĕлĕшпе шкулсен хăйсен пуçаруллă пулмалла. Акă, халĕ шкул столовăйĕсенче пахча çимĕçпе улма-çырлана хĕлле валли хатĕрлессипе тимлеççĕ. Çакна ырламалла çеç. Шкул столовăйĕсенче ачасене йÿнĕрех апатланма май парать.
Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çакăн пирки татах каларĕ: ачасене пирĕн районта малашне те шкул столовăйĕсенчех вĕри апат çитереççĕ.
Укçа-тенкĕ йывăрлăхĕнче, тен, тепĕр чух ашшĕ-амăшĕсен пулăшăвĕпе усă курмалла. Акă, халĕ вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнсене чакараççĕ. Ку ĕçе пăрахсах ярсан, лайăх специалистсене çухатма та пулать. Çавăнпа та ку ĕçе ашшĕ-амăш взносĕсем çинче йĕркелесси икĕ еншĕн те усăллă. Хăвăрах шутласа пăхăр: ачи вăхăтне усăллă ирттертĕр, тутă пултăр тесе нихăш ашшĕ-амăшĕ те çакăншăн тÿпе хывма хирĕç мар пулĕ.
Е тата çĕнĕ программăпа хăш-пĕр предметсене кĕскетнине илер. Эппин, вăл е ку предметсене пĕрлештерсе вĕрентесси пирки те шухăшламалла пулать.
Асăрхарăр пулĕ шухăшлаттаракан ыйтусем пур. Вĕсене татса памалла. Вĕрентĕве çитес 5 çулта епле аталантарас ыйтăва тĕплĕнрех вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче сÿтсе явĕç. Вăл августăн 26-мĕшĕнче иртет.