Сывлăхлă пулнине мĕн çиттĕр
Эпир куллен ĕçе, вĕренĕве, çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтерме васкатпăр. Тĕрлĕ майпа: кам çурран, кам çăмăл автомашинăпа, кам рейс автобусĕпе е «Газельпе». Çав вăхăтрах ытларах чухне хамăр сывлăхлă пуласси физкультурăпа тата спортпа çывăхрах туслашни пирки манатпăр та. Район центрĕнче кăна мĕн тĕрлĕ предприяти, организаци тата учреждени çук пулĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрсемпе яшсем, арçынсемпе хĕрарăмсем куллен ĕçе çÿреççĕ. Вĕсем спортпа туслă-ши;
Çакна Муркаш ял администрацийĕ кăçалхипе тăваттăмĕш хут ирттерекен спартакиада кăтартса пачĕ. Тÿрех палăртăпăр, пĕтĕмĕшле лару-тăрăва уçăмлатма вăл май памарĕ. Ăмăртăва пĕтĕмпе те сакăр команда кăна хутшăнни физкультурăпа спорта аталантарассишĕн предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче мĕнле пăхнине çакă хăйех çирĕплетсе парать-тăр. Старта çирĕм е ытларах та команда тухнă пулсан калаçу урăхларахчĕ ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, кунта ертÿçĕсен яваплăхĕнчен те сахалах килмест пулĕ, енчен те вăл çухалнă пулсан.
Ăмăртăва уçнă тата унăн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Никитин унта хутшăнакансене чĕререн тата ăшшăн саламларĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Валерий Михайлович Васильев ырă сунса каланă сăмахсене те спортсменсем кăмăла хывса йышăнчĕç.
Ăмăртăва йĕркелесе ирттерекенсем кăçалхи программăна улшăнусем кĕртнĕ. Спортсменсем, сăмахран, пĕрремĕш хут дартсра тата пăшалтан тĕл перессипе ăмăртрĕç. Паллах, ятарлă хатĕрленÿ пулмасан спортăн çак енĕсенче те пысăк çитĕнÿсем кĕтме çук, çакна ăмăрту итогĕсем те уçăмлăн çирĕплетрĕç.
Спортăн кашни енĕпе çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăнă спортсменсемпе командăсене уйрăммăн асăнса пĕтерме те йывăр. Ăмăртăвăн тĕп парнине вара - куçса çÿрекен кубока - кăçал та умлă-хыçлă тăваттăмĕш хут больницăн туслă команди çĕнсе илчĕ. Ăна алла илнĕ чухне Анатолий Петрович Афанасьев хирург çурма шÿтлесе те çурма чăнласа каланă сăмахсем вара вырăнлах.
- Эпир (пирĕн команда) кăçал çак кубока çĕнсе илме шутламанччĕ. Пирĕнтен вăйлăраххисем пуласса шаннăччĕ. Мĕн тăвăн, çапла пулса тухрĕ. Çитес çул пирĕнтен вăйлăрах пулăр, - терĕ вăл. – Эпир вара, сывлăх сыхлавçисем, сире пурсăра та спортпа тата çывăхрах туслашма, сывлăхлă пулма, нумай çулсем пурăнма ырă сунатпăр. Паллах, сывлăх çинчен эпир сирĕнтен нумайрах пĕлетпĕр пулĕ, анчах эсир çакна ан манăр кăна: сывă пурнăç йĕрки – сирĕн пурнăçăн вăрăмлăхĕ. Çакăн пирки пĕрле ĕçлекенсене те, тусăр-пĕлĕшĕрсене те каласа ăнлантарăр.
Ăмăрту итогĕсем тăрăх призерсен шутне лекнĕ «Муркашри сĕт завочĕ» ОАО тата Муркашри вăтам шкул командисем пирки те чи ăшă сăмахсем кăна каламалла. Çавăн пекех районти ветеринари станцийĕн тата «Моргаушрайбыт» ОАО командисенчи спортсменсене те, ăмăртăва кăçал пĕрлехи йышпа хутшăннă район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ĕçченĕсене те ырлăх-сывлăх сунар кăна.
Спортăн вăл е ку енĕпе мала тухнисене тата призерсене ятран асăнманшăн каçару ыйтатпăр, вĕсене малашне те ăнăçусем сунатпăр, вĕсенчен ыттисем те тĕслĕх илччĕр. Ăмăртăва пачах хутшăнман сумлă предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене вара ÿпкелес килет: нивушлĕ çулталăкра пĕрре пулакан çак ăмăртăва 5-10 çынран тăракан команда та тăратма пултараймастăр; Намăс мар-и;
Л. Михайлов.
Сăн ÿкерчĕксенче: чемпион мар пулин те, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн команди (Эльза Константинова, Галина Любимова, Радик Потапов, Надежда Иванова) чыса çухатмарĕ* Муркашри вăтам шкул тата «Муркашри сĕт завочĕ» ОАО командисем çăмăл атлетсен эстафетисенче маттур пулчĕç* «Муркашри кирпĕч завочĕ» акционер обществин команди канат туртакансен кĕрешĕвĕнче* районти тĕп больница команди – ăмăрту çĕнтерÿçи.