Халăхпа тимлĕрех пулмалла
Иртнĕ эрнере пирĕн района ЧР Шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов пулнине сире пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май чи малтан районти пĕтĕмĕшле лару-тăру çинче чарăнчĕ. Çитменлĕхсвем пирки асăрхаттарчĕ. Уйрăмах халăх шанăçне тÿрре кăларас тĕлĕшпе лайăхрах ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăнпа та çынсен заявленийĕсемпе, пулăшу пама ыйтнисемпе тимлĕ пулмалла. Ку тĕлĕшпе саккуна пăхăнмалла.
Çавăн пекех министр вырăнти самоуправлени тытăмĕнчи тĕрлĕрен комиссисем профилактика ĕçĕпе епле тимленипе кăсăкланчĕ. Преступленисен йышне чакарассинче вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ.
Тата тепĕр самант. Районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ паян тивĕçлĕ шайра мар. Рай онти шалти ĕçсен пайĕнче ирттернĕ тĕл пулура ЧР Шалти ĕçсен министрĕпе Вадим Антоновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Иванов ку тĕлĕшпе çитес вăхăтрах кирлĕ ĕçсем тума пуçласси пирки калаçса татăлчĕç.