Моргаушский муниципальный округ

Çывăхрах ĕçлесе илме май пур

 

Юлашки çулсенче ĕç вырăнĕсем  çитменнипе çынсем ытларах аякри вырăнсене  укçа ĕçлесе илме каяççĕ. Шел пулин те, çакăн хăйĕн япăх енĕ те пур. Çак сăлтава пула  çемьесем уйрăлнă тĕслĕхсем те пулчĕç.

Çакна шута илсе тата ялта ĕç тупайман çынсем аякка каймасăр укçа ĕçлесе илме пултарччăр тесе, район шайĕнче  Шупашкарти агрегат заводне тимĕрçĕ, слесарь тата ытти професси çыннисене автобуспа ĕçе илсе çÿрессине йĕркелеççĕ. Кирлех пулсан общежити те параççĕ хулара. Ĕç укçи уйăхне - 12 пин тенкĕ таран. Тĕплĕнрех вырăнти ял администрацийĕсенче ыйтса пĕлĕр.Шупашкара ĕçе çÿрес кăмăллисен списокне унта йĕркелеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 августа 2005
00:00
Поделиться