Моргаушский муниципальный округ

Саккунпа килĕшÿллĕн тÿлеççĕ

 

Районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцине кунсерен вуншар çыру килет. Кашни хăйĕн чунне ыраттаракан, канăç паман ыйтусене хускатать.

Акă нумаях пулмасть Шашкар ял администрацийĕнчен çыру килчĕ. Ăна ача амăшĕсем çыраççĕ. Унăн кĕске содержанийĕпе паллаштарса хăварам: «Эпир, ача амăшĕсем, 70 тенкĕ укçана та пухкаласа пырса, илсе усă кураттăмăр, пирĕншĕн вăл та укçаччĕ. Халĕ 100 тенке çитерчĕç те пама пăрахрĕç.

Колхозсем пĕтсе юхăнса пыраççĕ, ĕç укçине те тÿлеймеççĕ. Эпир, амăшĕсем, ĕç вырăнĕсенчех тăрăшатпăр-ха. Ашшĕсен вара ирĕксĕрех ытти регионсене укçа ĕçлесе илме кайма тивет, унсăрăн май çук. Вĕсене те çăмăл мар, çемьерен уйрăлса уйăхĕ-уйăхĕпе йывăр  ĕçре тертленмелле. Ăслăраххисем»мать-одиночка» мелĕпе ача укçине икĕ хут ытларах илсе пурăнаççĕ. Çак тĕрĕсмарлăх чуна питĕ тарăхтарать...

Ача амăшĕсен çырăвĕпе районти социаллă хÿтлĕх управленийĕн тĕп специалистне З.И. Виноградована паллаштартăмăр. Кун пирки хаçатра июнь уйăхĕнче пĕрре çырнă пулин те, Зоя Иосифовна ача пособине тÿлемелли йĕркепе тепĕр хут паллаштарма кăмăл турĕ:

«ЧР Президенчĕ Н. Федоров кăçалхи мартăн 22-мĕшĕнче «Ачана кашни уйăхра паракан пособи виçине ÿстересси çинчен 28 № Указ йышăнчĕ.

Чăваш Республикин 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси ÿинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн, халĕ малтанхи пек кашни ачашăн пособи тÿлемеççĕ. Урăхла каласан, çемье тупăшне шута илеççĕ. Кунта амăшĕн  те, ашшĕн те хăйсен тупăшĕ пирки справкăсем тăратмалла.

Пĕлетĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра пурин те пуирнăç шайĕ пĕр пек мар. ЧР Президенчĕн Указĕ те шăпах çакăнпа – сахал тупăшлă çемьесене пулăшу парассипе çыхăннă та.

Калăпăр, çемьере ачан амăшĕ ĕçлет, ашшĕ ниçта та ĕçлемест. Тĕрĕсрех каласан, вăхăтăн-вăхăтăн ытти регионсене тĕрлĕ ĕçсене кайса килет. Ку вара вăл ниçта та ĕçлеменнине пĕлтермест, мĕншĕн тесен унта вăй хунăшăн унăн та тупăш пулать. Ачашăн пособи илес тесен унăн та тупăш илни пирки справка тăратмалла. Саккун çапла ыйтать.

Тата çакна та каласа хăварас килет. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ача пособине илес тесен, çемьен кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмелле мар. Хальхи вăхăтра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе (прожиточный минимум) 2294 тенкĕпе танлашать. Пособи илме иртнĕ виçĕ уйăхшăн ĕç укçи (тупăш) мĕн чухлĕ илни çинчен районти социаллă хÿтлĕх управленине справкăсем тăратмалла. Кам çĕнĕ уйăхăн 1-мĕш числиччен иртнĕ виçĕ уйăхри  тупăшсем çинчен справкăсем тăратмасть, вĕсене пособисем тÿлеме пăрахатпăр. Хыççăн çĕнĕрен пособи илес тесен, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленине иртнĕ 3 уйăхри ĕç укçи пирки справкăсем тăратса заявлени çырса памалла. Пособие вара 6 уйăх каяллине шутласа паратпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
15 августа 2005
00:00
Поделиться