Çăмăллăхсем çинчен пĕлччĕр тесе
Инвалидсен Пĕтĕм Раççейри обществин пуçламăш организацийĕсенче халĕ отчетпа суйлав пухăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенче хăйсен ĕç-хĕлне сçтсе яваççĕ, пуçламăш организацин ĕçне йĕркелесе пыма пултаракан çынсене шанса суйлаççĕ.
Сăмах май тата çакна асăнса хăварам. Пирĕн çĕршывра инвалидсене, çавăн пекех ытти уйрăм категорийĕсене тĕрлĕ çăмăллăхсем параççĕ. Вĕсем çинчен пĕлменнипе çав çăмăллăхсемпе усă курайманни тĕрĕс мар пулĕччĕ. Вăл е ку çăмăллăхсене тивĕçлĕ категорие кĕрекенсем кашни ял администрацинчех çителĕклĕ. Вĕсемпе пирĕн уйрăмах тимлĕ пулмалла. Асăннă категорие кĕрекенсене çав çăмăллăхсем пирки тĕплĕн ăнлантарассине районта малти вырăна хураççĕ. Çынсем патшалăх паракан çăмăллăхсем çинчен пĕлччĕр, усă курччăр. Çак кунсенче асăннă категорие кĕрекенсем – уйрăмах асăл ăрури çынсем çав çăмăллăхсен пуххисемпе тĕплĕн паллашĕç.
Газ кĕртме пулăшма
Ватăсене, инвалидсене пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттерме йывăртарах. Çут çанталăк газне кĕртме те. Çак кунсенче района РФ ПФ – ватăсемпе инвалидсене çутçанталăк газĕ кĕртме пулăшма 28 пин тенкĕ укçа килсе çитрĕ. Çутçанталăк газне кĕртме документсем хатĕрлесе çитернĕ асăннă категорири çынсем тивĕçеççĕ çак пулăшăва.
Пĕччен ватăсем валли
Ватăсемшĕн тăрăшасси, куллен пулăшасси – кашнин тивĕçĕ. Юлашки çулсенче, ав, ватă çынсен кунне уявласси те ыр1 йăлана кĕчĕ. Çав октябрĕн 1-мĕш кунĕ пире кулленхи тивĕçĕмĕр çинчен тата тепĕр хут аса илтерет.
Кăçал ватă çынсен кунне паллă тума 20 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Унта хăйне пулăшма ыйтса çырнă пĕччен пурăнакан пенсионерсене пулăшу пама усă кураççĕ.
Автобуссем йĕркеллĕ çÿреччĕр
Пирĕн районта пурăнакансем çул çине тухнă чух АвтоВас предприятийĕн тата уйрăм предпринимательсенавтобус пулăшăвĕсемпе усă кураççĕ. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула рейссем пулманни те тĕл пулать.
Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе ирттернĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çакна палăртрĕ:
- Кун пек лару-тăрура пирĕн килĕшме юрамасть. Район территорийĕнче автобуссем йĕркеллĕ çÿретес ыйтăва кун йĕркинчен ямалла мар пирĕн.
Иртнĕ ытлари кун ял администрацийĕн пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура вара ку тĕлĕшпе ятарлă ыйту пулчĕ. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăш вырăнсенче мĕнле рейссем кирлине пĕлтерчĕç. Тĕслĕхрен, Муркашран-Мăн Сĕнтĕре, çÿрекен рейс пулсан, вăл Тренккăна çитсен аван пулмалла. Ирхине Нискассинчен ĕçе çÿреме те йывăр. Ку ыйтусене район шайĕнче татса парĕç.
Тата çакна та палăртмалла. Халиччен çÿренĕ рейссем пĕр сăлтавсăр çÿреме чарăнмалла мар. Çав вырăнсенчи ял администрацийĕсен пурлăхĕсен лару-тăрăва ку тĕлĕшпе контроллесе тăмалла.
Çемье конкурсне ирттереççĕ
Çемье кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Иртнĕ çула ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров Указĕпе килĕшÿллĕн çемье çулталăкĕ пулчĕ. Ырă йăласене вара малалла тăсни пĕлтерĕшлĕ. Кашни çулах республикăрачи лайăх çемьесен конкурсне ирттереççĕ. Кăçал та пулать. Пирĕн районтан хăш çемье тивĕçĕ çакна; Ку ыйту хуравне тупма халĕ ял администрацийĕсенче тăрăшмалла. Вырăнсенче чи лайăх çемье конкурсне ирттерсе, чи тивĕçлине суйласа илмелле. Вырăнсенче çÿнетрÿçĕ пулнисен вара районти çакăн йышши конкурса хутшăнĕç. Çĕнтерÿçĕ шăпах республикăра район чысне хÿтĕлĕ.
Вырăнсенче йĕркелемелле
Раççей, республика, район шайĕнче мĕн чухлĕ çĕнĕлĕхсем пулса иртмеççĕ Пулĕ паян. Районти çынсем вĕсем çинчен пĕлмесĕр ан юлччăр. Хăйсене тимлĕх уйăрнине хăйсем çинчен шутланине пăхса, туйса тăччăр. Çавăнпа та, халĕ уйрăмах хĕрÿ тапхăрсенче йĕтемсем çинче, магазинсенче, урăхла каласан, халăх ытларах пуçтарăнакан вырăнсенче унчченхи пек каласан, агиплощадкăсем, стендсем йĕркелемелле. Ял халăхĕ хăйне пырса тивекен çĕнĕлĕхсене пĕлме пултаратăр унта. Халĕ, акă, сăмахран комбайнерсем, çĕр хатĕрлекенсем, йĕтемсем çинче ĕçлекенсем хушшинче, ăмăрту йĕркелекенсене, çĕнтерÿçĕсене хавхалантармалла. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене те паллă пулччăр çав кĕтессенче. Халĕ, ак, хуçалăхсенче районта йĕркеленнĕ информаципе художество ушкăнĕ тухса çÿрет. Ытти çулсенче çак ĕçе агитбригада шайĕнче йĕркеленĕ пулсан, кăçал халăх çĕннине пĕлсе туртăмне шута илсе, район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсене те кĕртнĕ унта. Графикпа килĕшÿллĕн уйрăм хуçалăхсенче пулчĕ ĕнтĕ вăл. Çакă палăрчĕ: ял çыннисем хăйсен территорийĕсенче мĕн пулса иртнине те пĕлсех каймаççĕ. Çавăнпа та вырăнсенче те çакнашкал информаципе художество ушкăнĕсем йĕркелемелле: ĕç çыннисем кирек хăш вăхăтра та хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тупма пултарччăр, хăйсене тимлĕх уйăрнине пĕлччĕр. Çак халь çеç асăннă ĕçсене йĕркелессинче вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен хуçалăх ертÿçисемпе тан тăрăшмалла. Унта 2006-2010 çулсенче районти вĕрентÿ системине аталантармалли программа тавра пулать калаçу.
Хĕлле ăшă пултăр тесе
Районти культура учрежденийĕсенче хĕле хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ, юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Çĕр кăмрăкĕпе вутта çителĕклĕ таран кÿрсе килнĕ, Шашкар ял администрацине кĕрекен Вăрманкассипе Мăн Токшикри культура учрежденийĕсен çутçанталăк газĕ кĕртессипе тимлеççĕ: газ хуранĕсене туяннă.
Çакна палăртмалла пирĕн район республикăра культура учрежденийĕсене çутçанталăк газĕ кĕртессипе 3 вырăнта. Урăхла каласан, пĕтĕм Культура вучахĕсенчен 68 процентĕнче ку ырлăхпа усă кураççĕ.