Савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулчĕ
Пурнăçăн, çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕсем: çын çуралать, пурăнать, ватăлать. Йывăç та çулсем иртсен ватăлать, хăрса каять. Кĕпе-тумтир та вăхăт иртнĕçемĕн кивелсе тĕсне çухатать, çĕтĕлет.
Питĕ шел, этемĕн ватăлнăçемĕн сывлăхĕ хавшать, вăйĕ те чакса пырать, сăн-пит те улшăнать. Мĕн тăван пурнăç нушисем сăн-питре çырăнса юлаççĕ. Апла пулин те, ĕмĕтсем малаллах. Çулла ÿсен-тăран ÿстеретпĕр, вăхăтсăр ан типтĕр тесе шăваратпăр. Вăл вăй илнине курсан савăнатпăр.
Çавăнпах мар-ши хамăра япăх туйсан тĕрлĕрен майсемпе сипенме меслет шыратпăр, больницăна çул тытатпăр. Унта пире тухтăрсем лайăх тĕрĕслесе чиртен сыватма тăрăшаççĕ. Çулсем кайнăçемĕн сывлăха сиплекен çуртра çулталăкне 2-3 хутах пулма тивет. Унта вара: «Эсĕ нумаях пулмасть çеç кунта пулнă вĕт», - тесе кÿрентермеççĕ, сывалма пулăшаççĕ.
Çапла кăçалхи июнĕн 2-мĕшĕнче мана Муркашри тĕп больницăри хирурги уйрăмне вырнаçтарчĕç. Çав кунах сиплев пуçланчĕ, медицина ĕçченĕсем чирлисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Уншăн вĕсене тав тума сăмахăм та çитмест.
Июнĕн 9-мĕшĕнче мана телефона чĕнчĕç. Манпа район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин калаçрĕ. Вăл сывлăх пирки ыйтса пĕлчĕ. Унтан вăл мана район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе ĕçпе юрă уявне илсе каясси, сцена çинче С.А. Афанасьевпа, В.С. Красновпа, М.В. Виноградовапа пĕрле лармалли çинчен пĕлтерчĕ.
Нимĕн те калаймăн, пурте хисепе тивĕçнĕ çынсем. А.Н. Кузьмин мана уяври пек тумланма, орденсемпе медальсене çакма каларĕ. Июнĕн 11-мĕшĕнче, Акатуй кун, А.Н. Кузьмин пире С.А. Афанасьевпа иксĕмĕре 10 сехете Лантăш вăрманĕн уçланки патне илсе çитерчĕ. Унта пире хапхаран кĕрсенех вĕрсе каламалли оркестр вылянипе, çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.
Ку тĕлпулу мана вăрçă вăхăтне аса илтерчĕ. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕччĕ. Польша çĕрнĕ çинче вăл вырăна «Сандомирский плацдарм» тетчĕç. Хамăрăн 270-мĕш полкри 9 салтака дивизи командирĕ Самсонов генерал Висла шывĕн тепĕр енче пире хăй кăкăр çине орденсем çакса ячĕ, ырлăх-сывлăхпа киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунчĕ. Çавăн чухне те пире оркестрпа кĕтсе илчĕç. Хальхи тĕлпулу та çав кунсем патне тепĕр хут илсе çитерчĕ, ирĕксĕрех куçсем шывланчĕç. Çапла вăл, çынна шута хурса чыслани чун-чĕрене хумхантарать, ÿт-пĕве вăй-хал хушать. Ĕçпе юрă уявĕнче пире малтанах хатĕрленĕ пукансем çине вырнаçтарчĕç. Сцена çинче çавăн пекех район ертÿçисем, уяв хăнисем, хуçалăхсен, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем пулчĕç. Хăнасем пурте парнесемпе килнĕ, пире те чĕрĕ чечексем парса чысларĕç. Савăнăçлă уявра пире Мăн Сĕнтĕр райповĕ хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Тавах Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçине Л.П. Майкована, тулăх сĕтелшĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кашнин патĕнче чарăнса уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Çакă чуна хурлантарчĕ те, савăнтарчĕ те.
Ун хыççăн пире социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин каялла машинăпа леçсе ячĕ. Эпĕ Муркашри больницăра малалла сиплентĕм. Хама чылаях аван туйса июнĕн 16-мĕшĕнче киле пуçтарăнтăм.
Майĕпен, хуллен автостанци патнелле утатăп. Сисмен те, пĕр çын мана тытса чарчĕ. - Пăх-ха, мĕн, эсĕ пĕчченех вăрçăран çĕнтерсе килсе-и, - тет. - Пăх-ха ăна, выставкăри темĕнле паха экспонат пек, халăхран вăтанмасăр сцена çине хăпарса лартăн тата. Вăрçăра вилнĕ пур çынсен орденĕсене пуçтарса çакса çÿретĕн теççĕ сана.
Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн мана такам пуçран çапнăнах туйăнчĕ, тÿрех ним чĕнме те пултараймарăм. Пĕрре «дурак ты» теме кăна вăй-хал çитертĕм, киле аран-аран çитрĕм. Виçĕ талăк лăпланаймасăр хама валли вырăн тупаймарăм. Больницăра сипленни те харама кайнăн туйăнчĕ.
Эпир пĕчĕкрен мăнтăр пурнăçпа иртĕхсе çитĕнмен. Атте-апи пире мĕн пĕчĕкренех çын пурлăхĕпе кун-çулне ан хапсăнăр, тесе вĕрентнĕ. Мĕншĕн тесен вăл çынна усал патне, çылăх тума сĕтĕрет, хăвăн çине хура пăнчă лартма пулăшать, тетчĕç.
Нивушлĕ турри ача çуралсанах ыррипе усаллине мĕнле май килнĕ çапла валеçнĕ-ши; Çакăн пек çынран мĕн ыррине кĕтме май пур; Енчен те вăл хăйне хăй те çын вырăнне хумасть, хисеплемест пулсан. Паллах, вăл çынна та нихăçан ырă сунмĕ. Ун пеккисем хура юнлă, чул чĕреллĕ пек туйăнаççĕ мана. Вĕсене пула мар-ши паян самани улшăнса пырать, пурнăç таппи кунран кун пирĕнтен аякка тарнăн туйăнать. Пурнăçра мĕн пуррине упрама, сыхлама, хаклама пултараймастпăр, çухатсан вара ахлата-ахлата макăратпăр.
Мана кÿрентерекен пек, совĕçе çухатнă çынсем вара мĕн пуррине хаклама та, упрама та пултараймаççĕ. Çухатсан вара ахăлтатса, алă çупсах кулма та, пĕр-пĕр сурана сиплес вырăнне тăвар сапма та хатĕр вĕсем. Çав ирсĕр çын мана çавăн пек сăмахсемпе кÿрентерсе чĕрере ĕмĕр тÿрленми суран хăварчĕ. Вăл леш тĕнчене кайсан та вĕçĕмех хăй çинчен аса илтерсе тăрĕ. Çав вăхăтра мана пĕрре çапнă пулсан, ыратни иртсе каятчĕ, эпĕ ун çинчен маннă пулăттăм.
Юлашкинчен çапла каласшăн. Çынпа çын кирек хăçан та туслă пурăнччăр. Ăнсăртран хирĕçÿ пулсан та, пĕр-пĕринчен каçару ыйтса малашне килĕштерсе, мирлĕ пурăнăр. Тĕрлĕрен уявсенче кĕрекере пĕрле ларса савăнăр, малашнехи пурнăç çинчен калаçса, килĕштерсе ĕçлĕр, пĕр-пĕрне пулăшăр. Вара пурте тулли кăмăлпа савăнса телейлĕ пулăр.