Моргаушский муниципальный округ

Малтанхи улăм ури хатĕр ĕнтĕ.

 

Çанталăк условийĕсене пула кăçал тыр-пулпа ытти ял хуçалăх культурисем унчченхи çулсенчен ăнсарах пулни куçкĕрет. Анчах хирти вăл пÿлмери мар. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕшĕн çурла уйăхĕнче  хиртен кĕме вăхăт çук: пĕрисем выраççĕ, теприсем йĕтем çинче вăй хураççĕ, виççĕмĕшсем «хир карапĕсем» хыççăнах пусăсене улăмран тасатса кĕрхи çĕртме валли çĕрсем хатĕрлеççĕ. Халĕ калани ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» хуçалăха пĕтĕмпех пырса тивет. Хуçалăхри виçĕ уй-хир бригадинче те паян вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Уй-хир бригадисен ĕçченĕсен вăйĕпе типĕ улăма çийĕнчех урана пуçтарса хывасси те паянхи ĕç. Çакна Владимир Иванов ертсе пыракан иккĕмĕш уй-хир бригадинче пулсан та курма пулать.

- Йыш нумаях мар пулсан та, килĕшÿллĕ вăй хуни ĕç хăвăртлăхне чакармасть. Акă 2-3 кун хушшинче 30 гектара майлă хире улăмран тасатрăмăр, - тет бригадир. Унăн сăмахне волокушкăпа улăм туртакан Ф. Александровпа В. Львов механизаторсем те çирĕплетеççĕ. Акă, шкулта аслă классенче вĕренекен Е. Хромова, С. Филиппова, Н. Никитина, Т. Федорова, А. Федорова, В. Васильев улăм ури патне волокушкăпа улăм илсе çитерчĕç. Улăм ури патĕнче вара М. Димитриев стогометпа хăпартнă улăм В. Федорова, Н. Федорова, Е. Дмитриева, Л. Степанова, Э, Васильева ĕçченсем майлаштарса  купалаççĕ. Волокушка илеймен улăма В. Федоровпа А. Павлов водительсем улăм ури патне турттараççĕ.

Ĕç кал-кал пырать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 августа 2005
00:00
Поделиться
;