Моргаушский муниципальный округ

Ыр кăмăллăхăн чикки çук

 

Пурнăç улшăнса, аталанса пынăçемĕн вулакансен ыйтăвĕсем те нумайланаççĕ, вĕсем тĕрлĕрен информацисене ытларах та ытларах илесшĕн. Ку тĕлĕшпе пирĕн республикăра пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Чăваш кĕнеке издательстви социаллă пĕлтерĕшлĕ  кĕнекесем нумай пичетлесе кăларчĕ. Шел пулин те, вĕсенчен пурте вулакансем патне çитеймеççĕ, укçа-тенкĕ çитменни чăрмав кÿрет.

Çакна шута илсе район администрацийĕн культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕ «Кĕнекесем урлă – ăс-тăн пуянлăхĕ патне» ятпа июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа августăн 20-мĕшĕччен акци ирттерет. Ун пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Камшăн библиотекăсен шăпи ют мар, вĕсем кĕнекесем тата укçа парса пулăшма пултараççĕ. Предприятисемпе организацисем, предпринимательсем, вулакансем çак пуçарăва ырласса кĕтеççĕ библиотекарьсем.

Чăн та, вĕсем чĕнсе калани нумайăшне лăпкă хăварма пултараймарĕ. Акцие нумай организацисем, уйрăм предпринимательсем, районта пурăнакансем хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче: А.П. Давыдов («Моргаушрайбыт» ООО), Л.В. Николаева («Визит» магазин), К.Г. Сергеева («Пучах» ООО), Е.Н. Субботин («Моргаушский рынок» МУП), В.Л. Егорова, Э.В. Колесникова, Ю.И. Тихонов предпринимательсене асăнмалла, пысăк тав вĕсене, кĕнеке парнеленĕ Л. Кондратьевана тата И. Павлована та тав сăмахĕ калас килет.

Çынсем чун-чĕре пуянлăхĕшĕн тăрăшни Раççейре ĕлĕкех пулнă, библиотекăсем те уçăлнă. Районти çынсем ыр кăмăллă пулни, вĕсем библиотекăсен фондне пуянлатма тăрăшни савăнтарать. Уншăн никам та çука юлмасть, чунĕпе пуянланать çеç.

Акци малалла пырать. Библиотекăсем кирек хăш вăхăтра та район çыннисенчен кĕнеке-парнесем йышăнма хатĕр. Ан тив, вĕсем халăх ăс-тăнне малалла аталантарма татах пулăшччăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 августа 2005
00:00
Поделиться
;