Чăваш халăх ăсчахĕсем
Нумаях пулмасть çак ятпа Шупашкарти «Новая время» издательствăра библиографи справочникĕ пичетленсе тухнă. Кĕнекене Чăваш халăх академийĕн 2004 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш халăх академийĕ хатĕрленĕ. Ăна пĕтĕмĕшле редакцилекенĕ – Чăваш халăх академийĕн вице-президенчĕ В.П. Станьял. Çавăн пекех кĕнекене кăларма Чăваш наци конгресĕн председателĕ Г.Н. Архипов тата ун чухне «Чувашхлебпродукт» предприятин генеральнăй директорĕ пулнă В.И. Вязов пулăшнă.
Унта Чăваш халăх академийĕн чăн членĕсен тата член-ассистенчĕсен кĕске биографийĕпе вĕсен пултарулăх ĕçĕсем пирки çырса кăтартнă.
Чăваш халăх академийĕ халăхăн йăли-йĕркине, культурине, тăван тавралăхри чăвашсен ăслăлăх пуянлăхне упраса хăварассипе нумай ĕçлет. Ăна 1992 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш таврапĕлÿçисен канашĕн яланлăх симпозиумĕ йышăннипе туса хунă. Унăн ертÿçи пулма И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш литературипе фольклор кафедрин ертÿçине В.П. Станьяла суйланă. Унăн икĕ уйрăм пулнă. Йăла культури тата этнокультурăн уйрăмне пирĕн ентеш, энтузиаст Е. Ежендей (Калайкассинчи вăтам шкулти Е.Е. Ерагин учитель) ертсе пынă. Кĕнекене хамăр Чăваш Енри кăна мар, ытти регионсенчи – тулайри чăваш халăх ăсчахĕсене те кĕртнĕ.
Пирĕн районтан çак справочникра 5 çын пирки каласа хăварнă. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарни те ытлашши пулмĕ.
Акă вĕсем:
Валерий Иванович Вязов – ун çинчен районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Пысăк должноçсенче ĕçлесе, хăйĕн тивĕçĕсене яланах чыслăн пурнăçлакан çынна икĕ хутчен районти самоуправлени пуçлăхне суйларĕç. Çак тапхăрта район аталану çулĕпе малалла утрĕ.
В.И. Вязов ĕçри пултарулăхĕшĕн нумай наградăсене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Валерий Иванович «Муркаш районĕ. Кĕске энциклопеди», «Муркаш районĕ: йăл-йĕркесем, уявсем" кĕнекесене хатĕрлес тата пичетлесе кăларас ĕçе пысăк тÿпе хыврĕ. Н.И. Никольский музейне, районти историпе краеведени музейне йĕркелесе уçассишĕн нумай тăрăшрĕ. Ăна «Чăваш халăх ăсчахĕ» хисеплĕ ят панă, вăл халăх академийĕн членĕ.
Чăваш халăхĕн тепĕр ăсчахĕ – Иван Дмитриевич Вязов. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ район çыннисем, ялсем, юханшывсемпе сăртсен ячĕсем пирки район хаçатĕнче район историйĕшĕн паха статьясем нумай пичетлесе кăларчĕ, район энциклопедине валли те чылай ĕçсем хатĕрлерĕ. Вăл «Руссика» издательствăра 2000 çулта «Апаш» ятлă, 2003 çулта районти учительсен ĕçĕ, вĕсен династийĕсем çинчен "Дорогие имена" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ, халăх академийĕн членĕ.
Калайкассинчи вăтам шкулти Е.Е. Ерагин та республикăри, районти тата ялти пурнăçра активлă вырăн йышăнать. Тăван тавралăха, халăх культурине, йăли-йĕркине тĕпчессипе 1976 çултанпа тăрăшать, çак темăпа 50 яхăн статья пичетленĕ, 4 кĕнеке кăларнă, вăтам шкулта вĕренме программа хатĕрленĕ, чăваш наци конгресĕн, халăх академийĕн членĕ.
П.Я. Мазуркин пултарулăхне те районта лайăх пĕлеççĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе – йывăçран эрешлесе касса тунă изделийĕсемпе нумай выставкăсене хутшăннă, çав шутрах ют çĕршывсенче те пулнă. Дипломсене, лауреат ячĕсене тивĕçнĕ. П.Я. Мазуркина "ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята панă. Вă кĕслесем тăвать, вĕсем çинче хăех вылять, халăхăн ĕлĕкхи юррисене юрлать. П.Я. Мазуркин та халăх академийĕн членĕ.
Н.Л. Яковлев художник 25 çула яхăн «Капкăн» журналта ĕçленĕ, халĕ Панкли музейĕн директорĕнче тăрăшать. Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыва хÿтĕленĕскер, хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче вăрçă пуçарма хăтланакансене питленĕ, миршĕн кĕрешмеллине кăтартнă. Николай Лукич кулленхи пурнăçри çитменлĕхсене те сахал мар тăрă шыв çине кăларнă. Вăл 13 медале тивĕçнĕ. Паллă художник нумай выставкăсене хутшăннă, унăн творчество мастерскойĕнче 1000 ытла ÿкерчĕк упранать. Н.Л. Яковлев халăх академикĕ, чăваш халăх академийĕн членĕ.
Кĕнекене ансат чĕлхипе çырнă. Унта чăвашсен чаплă ывăлĕ-хĕрĕсем çинчен çĕннине сахал мар пĕлме пулать. Вăл таврапĕлÿçĕсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те, хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне анлăлатма ăнтăлакансемшĕн те çав тери паха справочник.