Моргаушский муниципальный округ

Вырмана тухрĕç

 

Кăçал районта тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 16691 гектар çинчен вырса-пуçтарса кĕртмелле. Вĕсенчен 2401 гектарĕ кĕрхи культурăсем. Июлĕн 2-мĕш çурринче тăнă шăрăх çанталăк кĕрхи тулăпа ыраша пиçсе çитме май пачĕ. Ĕнер Мичурин яч. хис. хуçалăх комбайнерĕсем кĕрхи туллăн 56 гектарлă пуссине тухрĕç. Вырмана О. Столяров, К. Васильев, В. Федоров экипажĕсем пуçларĕç. Ю. Васильев водитель вара хиртен йĕтем çине тырă турттарма пуçларĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
03 августа 2005
00:00
Поделиться
;