Юсав ĕçĕсем вĕçленеççĕ
Епле хăвăрт иртеççĕ çу кунĕсем! Сисмерĕмĕр те, ачасен çуллахи каникулĕн икĕ уйăхĕ иртсе те кайрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланасси те инçех юлмарĕ.
Шкулсенче хальхи вăхăтра ачасене хăтлă классенче кĕтсе илме юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çитессине августăн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Тĕпрен илсен, шкулсенче юсав ĕçĕсене педагогсен, ытти персоналăн тата аслă классенче вĕренекенсен юсав бригадин вăйĕпе ирттереççĕ.
Ярапайкассинчи вăтам шкулта, сăмахран, маччана юсаса пĕтернĕ, автоматпа ĕçлекен пушар сигнализацине лартнă. Çурлатринчи, Катькасри пуçламăш шкул-садсенче классенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçласа пĕтернĕ. «Колокольчик», «Василек», «Рябинушка», «Тюльпан», ача сачĕсенче те юсаса илемлетнĕ пÿлĕмсенче ачасене йышăнма хатĕр. «Малыш» ача садĕнче çивиттине вырăнăн-вырăнăн çĕнĕрен витсе юсанă, урайсемпе стенасене сăрланă.
Пушартан сыхланас тĕлĕшпе те вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçсем малалла пыраççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне Муркашри лицей, Мăн Сĕнтĕрти, Ильинкăри, Нискассинчи, Çатракассинчи, Тивĕшри, Юнкăри, Тойкилтĕри, Ярапайкассинчи, Орининти,, Турайри вăтам, Мăн Хураçкари, Кашмашри, Очăкассинчи, Панклири, Сосновкăри, Шатракассинчи, Шĕтмепуçĕнчи тĕп шкулсем, çÿлерех асăннă шкул-садсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕрентÿ çулне хатĕр.
Апла пулсан, ачасене пĕлÿ тĕнчипе çирĕппĕн утма нимĕнле чармав та пулмĕ.