Моргаушский муниципальный округ

Черетсĕр 31-мĕш лару

 

Июлĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 31-мĕш ларăвĕ пулчĕ.

Ларăва районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пычĕ.

Унта çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç:

1. Чăваш Республикинчи Муркаш район пуçлăхне суйласси çинчен.

2. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене суйласси çинчен.

3. Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комисийĕнчен Муркаш районĕнчи вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавне ирттересси пирки ыйтасси çинчен.

4. Муркаш районĕнчи ял поселенийĕсен Уставĕн проектне пичетлесси çинчен.

5. Çĕр налукĕ çинчен.

6. Депутатсен районти Пухăвĕн 2005 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи «Муркаш районĕн муниципаллă пурлăхне 2005 çулта приватизацилемелли прогноз планĕ (программи) тата муниципаллă пурлăха приватизацилемелли 2007 çулчченхи тĕп çул-йĕрсем çинчен» С-29ÿ6№ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.

7. Депутатсене районти Пухăвĕн 2004 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнчи «Масарсемпе çăвасен культури çинчен» положение çирĕплетесси çинчен С-23ÿ2№ йышăнăвне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен».

8. Депутатсен районти Пухăвĕн 2005 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчи «2005-2009 çулсенче Муркаш районĕнче наркотиксемпе усă куракансемпе тата вĕсене саккуна пăсса сутакансемпе кĕрешмелли комплекслă лирăсем» районти тĕллевлĕ программа çинчен» С-28ÿ5№ йышăнăвне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

9. Наградăсем илме тăратасси çинчен.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш ыйтусемпе районти самоуправлени пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калаçрĕ. Депутатсем район пуçлăхĕн тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсен суйлавне, саккунпа килĕшÿллĕн, октябрĕн 16-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç.

Виççĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсене кадрсемпе йĕркелекен тата право тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова сăмах каларĕ.

Ял поселенийĕсен Уставĕн проектне пичетленин пĕлтерĕшĕ çинче район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсене кадрсемпе йĕркелекен тата право тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен пай ертÿçи çумĕ И.В. Волкова чарăнчĕ.

Çĕр налукĕнчи улшăнусем пирки район администрацийĕн пурлăха ертсе пыракан пайĕн ертÿçи О.И. Тимофеев пĕлтерчĕ.  Ларури улттăмĕш ыйтупа та вăлах тухса калаçрĕ.

7-8-мĕш ыйтусемпе депутатсен районти Пухăвĕн депутатчĕсен йышăнăвĕсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен И.В. Волкова каларĕ.

Юлашкинчен ĕçре хастаррисене наградăсем илме тăратассине пăхса тухрĕç.

Сÿтсе явнă ыйтусемпе депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Вĕсемпе район хаçатĕнче паллаштаратпăр.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 августа 2005
00:00
Поделиться