Моргаушский муниципальный округ

Хамăрăн тăрăшмалла, хамăр çине шанмалла

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕп ĕçсене пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасле епле аталантарнинчен, çакăнтан мĕнле тупăш илнинчен килет. Ăслă-тăнлă ертÿçĕсемпе специалистсем çакна паян кăна ăнланса илмен ĕнтĕ. Çапах та... Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникĕ Т.П. Волкова эпир панă çивĕч ыйтусене хуравлама хирĕçлемерĕ.

- Татьяна Пименовна, Сире отрасльти паянхи лару-тăру тивĕçтерет-и;

- Мана кăна мар, чылай хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп специалистсене вăл ниепле те тивĕçтерме пултараймасть. Çапах та пĕр палăрăмлă саманта асăнса хăвармаллах пулĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăр районти ял хуçалăх предприятийĕсенче япăх мар иртрĕ. Улăх-çарансене тухакан выльăхсем начарланса кайман, выçăланман.

Паллах, хĕллехи тапхăра ăнăçлăрах та ирттерме пултараттăмăр, анчах тĕрлĕ сăлтавсем витĕм кÿчĕçех. Асăнмалли тĕслĕхсене палăртса хăварам. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, районти ял хуçалăх предприятийĕсем 440 тонна сахалрах аш-какай (танлаштару шайĕ 80 процент), 1205 тонна сĕт (87 процент) сахалрах  суса илнĕ. Укçа-тенкĕ çине куçарсан, эпир 13 тата 7 миллион тенкĕ çухатнине пĕлтерет ку. Хĕллехи тапхăрта хуçалăхсенче кашни ĕнерен вăтамран 1926 килограмм е талăкра вăтамран 8 килограмм сĕт сунă.

- Кăçалхи ĕç-пуç еплерех йĕркеленсе пырать;

- Çулталăкăн малтанхи пилĕк уйăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 22,3 центнер аш-какай, 129,9 центрне сĕт туса илнĕ. Шел пулин те, ку кăтартусем иртнĕ çулхи çак шайринчен пĕчĕкрех. Çавна май, малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, эпир 15 миллион тенкĕлĕх продукци илсе çитереймен. Кашни ĕнерен вăтамран 1464 килограмм е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 41 килограмм нумайрах сĕт суни вара савăнтаракан тĕслĕх.

Республика шайĕпе илес пулсан, усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илессипе пирĕн район виççĕмĕш, сĕт туса илессипе пĕрремĕш вырăн йышăнать.

- Сĕт суса илсе эпир хальхи вăхăтра хуçалăхсене йывăрлăхран туртса кăлармалли тĕп çăлкуç тесе палăртатпăр. Ку енĕпе лайăх улшăнусем пур-и;

- Паллах, хуçалăхсенче лару-тăру пĕр пек мар. «Лидер», «Ударник», «Свобода», «Оринино», «Герой», «Восток», Ленин яч. хис. тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче паян ĕне пуçне вăтамран лайăх сăвăм илеççĕ, çав вăхăтрах уйрăм хуçалăхсенчи ĕç-пуç тивĕçтермест. Сăмах май, кăçал выльăхсене улăх-çаран çине вăхăтра кăлартăмăр. Иртнĕ çул май уйăхĕнче ĕне пуçне 283 килограмм (талăкра 9,1 килограмм) сĕт сунă пулсан, кăçал çак кăтарту 323 килогрампа (10,4 килограмм) танлашрĕ. Пĕлтĕр июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче вăтам сăвăм 12,4 килограмм пулнă пулсан, кăçал 12,5 килограмм чухлĕ.

Выльăхсене ешĕл масса çулса çитересси çинчен манмалла мар. Кĕтÿре çÿрекен, талăкра 12-19 килограмм сĕт антаракан ĕнесем кун каçипе 45-50 килограмм таран анчах организма симĕс масса пуçтараççĕ, нормăпа вара вăл 70-75 килограмран кая кирлĕ мар.

Пĕдтĕр июль уйăхĕнче кашни ĕнерен вăтамран 411 килограмм (талăкра 13,2 килограмм) сĕт суса илтĕмĕр пулсан, августра сăвăма 6,6 килограма антарса лартăмăр. Сăлтавĕсем паллă. Нумай çул ÿсекен курăксене вăхăтра çулса тирпейлейменрен вĕсем ватăлса кайрĕç, выльăхсене продукци ытларах илме усă кÿмерĕç. Вăхăтра çулнă пулсан лайăх каю утти те пулатчĕ.

- Çуллахи тапхăр задачисем еплерех;

- Паллă ĕнтĕ, çуллахи тапхăрпа ăнăçлă усă курса продукци ытларах илме тимлемелле. Çак тапхăр пилĕк уйăх пырать. Иртнĕ çул кашни ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм çак тапхăрта 1537 килогрампа танлашнăччĕ, кăçал та ку кăтарту 1500 килограмран кая пулмалла мар. Çакна валли майсем те, ресурссем те пур. Палăртнă задачăна тĕрĕс ăнланса пурнăçламалла кăна.

- Выльăх-чĕрлĕхе çителĕклĕ, пахалăхлă апат хатĕрлес енĕпе мĕн сĕннĕ пулăттăр;

- Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, çителĕклĕ те пахалăхсăр апатсăр выльăх-чĕрлĕхрен ытлă-çитлĕ продукци илме çук. Танлаштармалли самант. Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсенче обществăлла выльăха хĕл каçарма  12600 тонна утă, 5754 тонна сенаж («Ударник», «Свобода» хуçалăхсенче упаковкăра хатĕрленĕскер), 49375 тонна силос хатĕрленĕ. Пахалăхĕ еплерех пулнă тетĕр-и;  Уттăн 8 проценчĕ пĕрремĕш класлă, 32 проценчĕ иккĕмĕш класлă пулнă, 20 проценчĕ класа ларман. Пĕрремĕш класа тивĕçтерекен силос 3 процент, 38 проценчĕ иккĕмĕш класлă пулни  те, 26 проценчĕ класа ларманни те кăмăла çырлахтаракан самант мар. Сăмах май, виççĕмĕш класа ларакан силос та выльăхсен продуктивлăхне ÿстерме пачах пулăшмасть. Çавăнпа та кăçал пахалăхлă апат хатĕрлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.

- Ку енĕпе мĕн тĕлĕшĕнчен тимлĕх кирлĕ;

- ЧИ малтанах, силос валли çулнă массăна сахалтан та пĕр талăк типĕтмелле, унăн нÿрлĕхĕ 65-70 процент чухлĕ пулмалла. Курăка 65 процентлă нÿрĕклĕхре чухне 2-3 сантиметр, 70-75 процентлă нÿрĕклĕхре 4-5 сантиметр, 80 процент таранхи нÿрĕклĕхре 8-10 сантиметр таран тураса вĕтетмелле. Енчен те сенаж-силос хатĕрленĕ тапхăрта çанталăк йĕпе-сапаллă тăрать пулсан кĕвелĕкпе усă курмалла. Силос траншейине 3-4 кунта тултарса пĕтермелле те хупмалла, унсăрăн хатĕрленĕ апат хĕрсе каять, пахалăхĕ те чакать. Çакăн чухне хими консерванчĕсемпе (промпион, муравьиная, бензол кислотисемпе) усă курасси пирки те манмалла мар. Уйрăмах ку вика, люцерна, клевер, донник культурисенчен силос хатĕрленĕ чухне кирлĕ. Кукурузăран, хĕвел çаврăнăшĕнчен, викăпа сĕлĕ, пăрçапа сĕлĕ хутăшĕсенчен силос масси хатĕрлес тесен вара вĕсем чечеке ларнă тапхăрта йÿçĕкленнĕ сĕт бактерийĕсем сапни вырăнлă. Ун пирки ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн специалисчĕсем лайăхрах ăнлантарса пама пултараççĕ.

Кăçал çакна та сĕнсех каласшăн. Утăсене çулма кая юлмасăр тухмалла. Хыççăнах сенаж-силос хатĕрлеме пуçăнмалла. Нормăпа килĕшÿллĕн, условнăй кашни выльăх пуçне 24-26 центнер апат единицинчен кая  мар кирлĕ. Уйрăммăн палăртсан, 20 центнертан кая мар типĕ утăпа, 20 центнер сенажпа, 20-25 центнер силоспа, 30-35 центнер кăшманпа, 18-20 центнер фуражпа тивĕçтермелле. Хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлекен ятарлă бригадăсем йĕркелемелле.

- Татьяна Пименовна, хĕл тапхăрне епле кĕтсе илесси те шухăшлаттаракан самантах вĕт;

- Фермăсене хĕле хатĕрлессипе те халех тимлемелле, кĕр çитессе кĕтмелле мар. Ку енĕпе районта июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен икĕ уйăхлăх ирттересси пирки йышăну кăларнă. Уйрăмах ферма территорийĕсене тислĕкрен, çум курăксенчен тасатассипе хытă тимлемелле. Сăмах май, паянхи куна хуçалăхсенчи 15 сĕт ферминче кăларман тислĕк япăхса выртни ăçтан йĕркеллĕ япала пултăр ĕнтĕ.

Ферма çурчĕсене шуратассине, дезинфекцилессине, вĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлассине те манăçа хăвармалла мар. Тĕпрен илсен, çав ĕçсене фермăсен коллективĕсемпех туса ирттерме тивет. Çамрăк выльăхсене хĕлле валли эмел курăксем хатĕрлессипе те тимлемелле. Çак тата ытти ĕçсене хуçалăхсен ертÿçисемпе  специалистсен пĕрле кÿлĕнсе пурнăçламалла.

Иртнĕ хĕл тапхăрĕн итогĕсене пур хуçалăхсенче те тĕплĕ пĕтĕмлетÿсем туса тишкермелле, аталану çулĕпе утмалли майсене палăртмалла. Июнĕн 14-мĕшĕнче машинăпа ĕне сăвакан операторсен  тата техник-осеменаторсен районти конкурсĕ иртрт. Июнĕн 15-16-мĕшĕсенче вара унти çĕнтерÿçĕсем район чысне Комсомольски районĕнче иртекен республикăри конкурсра хÿтĕлĕç. Хам енчен вара хĕл тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа  мĕн пур ферма ĕçченĕсене чунтан саламлатăп, ырлăх та сывлăх сунса малашнехи задачăсене тĕплĕн пурнăçлама та ăнăçусем сунатăп.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
28 июля 2005
00:00
Поделиться