Вырăнти администрацисенче
Иртнĕ кĕçнерни кун, июлĕн 21-мĕшĕнче, Муркаш ял администрацийĕнчи Малиновка ялĕнче ял уявĕ иртрĕ. Вĕсем çак уява çулсеренех Турă амăшĕн Хусанти турăшĕн православи кунĕнче ирттереççĕ.
Ял уявне хăнасем те йышлăн пухăннă. Вĕсем шутĕнче: район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, Е. Андреев яч. хис. хуралăх ертÿçи Н.В. Рудаков т.ыт.те.
Ял уявне хуларан та В. Петров ертсе пыракан сатирăпа юмор театрĕн артисчĕсем, «Муркаш» фольклор ансамблĕ (ертÿçи Ф.Ф. Григорьева) килнĕ. Кунта çуралса ÿснĕ, халĕ аякра пурăнакансем те сахал мар пулнă уявра.
Ăна йĕркелеме ял старости В.В. Федоров нумай тăрăшнă, ял çыннисем те аякра тăрса юлман.
Ирхине ирех ял варринчех сĕтелсем, скамейкăсем туса лартнă. Кашни хуçалăхранах хĕрарăмсем хăйсем килĕштернĕ апат-çимĕçе хатĕрлеме тăрăшнă. Çавăнпа та сĕтелсем тулăх апат-çимĕçпе йăшăнса ларнă.
Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçнă, ял аталанăвĕнче пурне те ăнăçусем суннă. Çавăн пекех пухăннисене Н.В. Рудаков, Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, район администрацийĕн гражданла оборони тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн ертÿçи Н.П. Милютин саламланă. Н.И. Никитин Костинсен çемйине ылтăн туйпа саламласа ăнăçусем суннă, Ю.П. Рудакована тата М.В. Костинана çуралнă кунĕсемпе саламланă* парнесем панă.
Уява В. Петров ертсе пыракан сатирăпа юмор театрĕн артисчĕсем, «Муркаш» фольклор ушкăнĕ хăт кÿнĕ. Спорт вăййисемпе тĕрлĕрен конкурссем те питĕ интереслĕ иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене тивĕçнĕ. Илемлĕ юрă-ташă, хаваслă кулă чылайччен янăранă ял уявĕнче. Çынсем чăннипех кăмăлĕсене тултарнă, малашне татах та тăрăшаран ĕçлеме вăй-хăват хушнă.