Тинĕс варкăшĕпе – 3-мĕш вырăнпа
Сывлăх çирĕп пулсан, çĕкленÿллĕ кăмăлпа çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тăвас килет. Çавăнпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртессине, спорта аталантарассине чи пирвай туса ирттермелли ĕçсенчен пĕри тесе шутлать. Иртнĕ 2004 çула çамрăксен тата сывă пурнăç çулталăкĕ тесе ят пани те çакна çирĕплетет. Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче массăллă спорта аталанма пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» 52-мĕш номерлĕ указ кăларнăччĕ. Ăна пурнăçланă май пирăн районта мĕн чухлĕ спорт залĕ уçăлмарĕ пулĕ. Очăкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти спорт залĕ хута кайрĕ. Пĕлтĕр Сосновкăра уçăлнă спорткомплексăн спорт залĕ те паян пĕрре пушă лармасть. Кăçал,ав, Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта хамăр ентешĕн Е. Борисов ячĕпе хисепленекен спортпа сывлăха çирĕплетмелли клуб уçăлчĕ: аэробика, çăмăл атлетика,футбол аталанать кунта. Район администрацийĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи 857-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районта «Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăхлă пулма чĕнет» конкурс иртрĕ.
Çакна та палăртмалла. Пирĕн район спортра та пуçалуллă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн çулсерен массăллăн йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ халь. Республикăра ку спорт уявне Муркашсем пĕрремĕш ирттерчĕç. Район администрацийĕн ĕçченĕсем хăйсем те хастар хутшăнаççĕ спорт уявĕсене. Урăхла епле-ха; Паян Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципаллă служащисем хăйсем те спортпа туслă. Çак ырă пулăм сарăлсах пырать. Иртнĕ шăмат кун Йĕпреç районĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти самоуправлени органĕсен ĕçченĕсен 4 йăлана кĕнĕ Спартакиада иртни те çакнах çирĕплетет. Пĕтĕмĕшле унта республикăри министерствăсен 17 команди тата районсемпе хуласен администрацийĕсен 26 команди хутшăнчĕ. Пирĕн район администрацийĕн команди те хутшăнчĕ унта.
Программа вара çав тери интереслĕ. Чи малтанах 3 тапхăрпа хутăш эстафета иртрĕ: 40-50 метра шывра ишсе тухатăн та, 600-800 метра кросс чупмалла. Малта – 1.5 километрлă çул: ăна велосипедпа чупса тухмалла.
Курасчĕ сирĕн тата автомашинăпа тĕрлĕ фигурăсем туса чупнине. Район администрацийĕн пурлăха тытса тăракан пай пуçлăхĕ О.И. Тимофеев ку тĕлĕшпе çаврăнăçуллă пулчĕ. Триатлон ăмăртăвĕ (1 тапхăр – 40-50 метра шывра ишесси, 600-800 метра кросс чупасси, 1,5 километра велосипедпа чупасси) те, мини-футбол вăййи те интереслĕ иртнĕ.
Муркашсем кашни ăмăртăвах хутшăнчĕç, маххă памарĕç. Команда чарăнмалли вырăна (лагере) илемлетсе йĕркелессипе тата поварсен конкурсĕнче хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç те. Кунта кашнин (артистсемпе водительсене шутласан 19ăн кайнă районтан) валли ĕç тупăнчĕ: кам палатка лартрĕ, кам вутă çурчĕ, теприсем пулă тасатма пулăшрĕç. Ĕç вĕресе çеç тăчĕ. Лагере йĕркелессипе те, сĕтел çи хатĕрлессипе те вĕсем тинĕс темипе çыхăнтарчĕç. Чарăннă вырăн тавра пулă сереписене лартса тухрĕç. Район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн пуçлăхĕн Э.И. Симакован (вăлах – команда капитанĕ) ĕç пÿлĕмĕнчи сехете тата шăп та лăп карап штурвалĕ тума меллĕ пулчĕ. Моряк карттусне тăхăннă капитанĕ тумне те ытти 18 моряк та, чăннипех те, спорт уявне уçă сĕм кĕртрĕç. Жюри çакна асăрхамасăр, палăртмасăр чăтаймарĕ. Ара, сĕтел çинче те «Пулă симфонийĕ» куçа тыткăнлать-çке: 1блюда «Пулă нумай тытрăмăр» ятлă пулчĕ. Çуйăн пулăран хатĕрленĕ шашлыка эсир çисе курнă-и; Муркашсем хатĕрленĕ çак 2 блюдо рецептне жюри членĕсем те, ытти командăсем те çырса илчĕç. Вĕсем хатĕрленĕ фирменнăй десертне курасчĕ сирĕн: банана карап пек касса ун çине мандарин илĕртÿллĕн касса хунă. Ячĕ те илĕртÿллĕ: «Моряк юратăвĕ». Çăнăхран çимĕç хатĕрлемелли конкурсра та çухалса каймарĕ пирĕн команда. Вĕсем çуйăнтан пĕçернĕ «Ылтăн пулă» кукăле кашни кун çисен те йăлăхтармасть пулĕ.
Моряк тумĕпе районти культура ĕçченĕсем тата хăйсен пултарулăхĕпе еплерех тыткăнларĕç спорт уявне хутшăннисен чун-чĕрине. Хамăр командăна вара ăмăртуран чыслăн таврăнма вăй-хăват пачĕç. Ку конкурсра 3 вырăн çĕнсе илчĕç. Дипломпа таврăнчĕ пирĕн район администрацийĕн команди.
Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн тата вырăнти самоуправлени органĕсен 4 Спартакиади спорт пурнăçра, чăннипех те, çирĕп сывлăх çăл куçĕ пулса тăнине, пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хăват хушнине çирĕплетсе пачĕ. Вырăнсенче те çакăн пек тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем йĕркелес шухăш çуратрĕ.