Техникум вĕренме чĕнет
Ăнăçлă пĕлÿсĕр паян малашлăх çук. Çакна шкул пĕтерекен яш-кĕрĕм те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, патшалăх та лайăх ăнланаççĕ. Ăнланупа пĕрлех аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илес текенсене пĕлÿ паракан рынокри çĕнĕлĕхсене пĕлни те ытлашши мар. Çавна май çакна пĕлтеретпĕр. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ялти çамрăксене профессиллĕ вăтам пĕлÿ паракан «Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕ» республикăри патшалăх вĕрентÿ учрежденине тан правасемпе вĕренме кĕртме тата республика бюджечĕн шучĕпе ял хуçалăхне валли вăтам професси пĕлĕвĕллĕ специалистсем хатĕрлеме Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕпе тĕллевлĕ специалистсене хатĕрлеме тĕллевлĕ йышăнма килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн çамрăксем техникумра вĕренсе «Ял хуçалăх механизацийĕ», «Ял хуçалăхĕнчи электрификаципе автоматизаци», «Автомобиль транспортне юсасси тата техника обслуживанийĕ» специальноçсене алла илме пултараççĕ. Çакна валли Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви техникума вĕренме каяс текенсен списокне кĕтет. Ку ыйтупа асăннă специальноçсене вĕренме кăмăл пуррисен июлĕн 25-мĕшĕнчен (!) ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕпе, вырăнсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе çыхăнмалла. Çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕсем юлнă кунсемпе те пулин усă курса юласса шанатпăр.