Каникул кунĕсем усăллă иртеççĕ
Мĕнле илĕртÿллĕ те ăшă кунĕсем тăраççĕ июль уйăхĕнче! Хитре çанталăк пурне те уçă сывлăшпа йыхăрать. Ачасемшĕн вара каникул вăхăтĕнчи çу кунĕсенчен пахи нимĕн те çук. Вĕренÿ çулĕн уйăхĕсенче сахал мар тăрăшнă вĕсем пĕлÿ пухассишĕн. Халĕ вара канса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ, лагерьсенче çĕнĕ туссем тупаççĕ. Апла пулсан, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕлÿ тĕнчипе малалла утма вăй-хал çителĕклех пулĕ.
Вĕренÿ çулĕ вĕсленнĕ хыççăн ачасен çуллахи канăвне усăллă йĕркелесси пур çĕрте те малти вырăна тухса тăрать. Яланхи пекех районти вĕрентÿ учрежденийĕсем кăçал та ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç.
Çуллахи каникул кунĕсем ачасемшĕн нумайлăха асра юлччăр тесен, пирĕн, аслисен: ашшĕ-амăшсен, педпгогсен, ертÿçисен, вĕсене кану вăхăтĕнче пĕлсе, тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле.
Каникул вăл кану кунĕ анчах мар-çке. Çулла шкултан канас, кĕркунне унта хавас кăмăлпа каяс тесен, каникул кунĕсенче те интереслĕ занятисем пулмалла, мĕншĕн тесен вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче вĕсем валли вăхăт çитмен. Çавăнпа та вăл занятисем çуллахи вăхăтрах илĕртÿллĕрех иртеççĕ.
Паянхи ашшĕ-амăшĕсен ачалăхĕ Совет саманинче иртнĕ. Вăл вăхăтра ачасенчен чылайăшĕн çуллахи каникул кунĕсем пионер лагерсенче иртнĕ. Ку нумай йывăр самантсенче çалăнăç пулнă, мĕншĕн тесен ачисем уçă сывлăшра каннă, вăхăтра апат çинĕ, пушă вăхăтра воспитательсемпе пĕрле усăллă ирттернĕ. Унтанпа пурнăçĕ чылай улшăнчĕ. Хальхи саманара кашни ашшă-амăшĕ ачине лагере яраймасть. Апла пулин те, хальхи вăхăтра та ачасен сывлăхне çирĕплетме сахал мар тăваççĕ. Мĕн пур ачасен 42 проценчĕ çуллахи кунсенче тĕрлĕ лагерьсенче канса вăй пухать.
2005 çулта Шупашкарти пылчăклă сиплекен лечебницăна санаторине курорт путевкисемпе Хорнуйĕнчи пуçламăш, Сосновкăри тĕп шкулсенчи, «Солнышко» ача садĕнчи ачасем кайса сывлăхĕсене сипленĕ.
Çуллахи лагерьсем паян Социаллă страховани фончĕ пулăшнипе кăна туллин, йĕркеллĕ ĕçлеме пултараççĕ. Ачасене каникул кунĕсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетме Социаллă страхованин Чăваш Республикинчи регионти фончĕ «Солнышко», «Чайка», «Ильинский», «Салют» лагерьсенче канма 21 путевка уйăрчĕ. Унсăр пуçне 5 ача Суворов шкулĕнче канĕç (ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерствин путевкисемпе).
Ялсенчи ачасем валли хăйсем пурăнакан вырăнта кану йĕркелени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унăн килте те, хуçалăхра та ĕçĕ çителĕклĕ. Çавăнпа та вăл тăван ялтах аякка нумайлăха каймасть. Тепĕр енчен илсен, ачасем пĕр-пĕрне лайăх пĕлни коллектива тачă пĕтĕçтерсе тăрать. Шкулсенче кăнтăрлахи лагерьсем йĕркелессипе çулленех районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ, шкулсем пуçарулăх кăтартаççĕ.
Районти 15 шкулти ĕçне кану лагерĕсем хăйсен ĕçне вĕçлерĕç, вĕсенче 596 ача канма сывлăхне çирĕплетрĕ. Вĕренекенсен производство бригадисем, шкул лесничиствисем, çамрăк экологсен отрячĕсем хальхи вăхăтра уй-хирсенче ĕçлеççĕ, çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, çынсемшĕн усăллă ĕç тăваççĕ. Уйрăмах çивĕч ăслă, нумай пĕлме тăрăшакан ачасем валли 8 шкулта профиллĕ лагерьсем йĕркеленĕ. Вăл шутра: Калайкассинчи вăтам шкулта – «Çамрăк активист», Çатракассинчи, Тойкилтĕри, Калайкассинчи вăтам, Сосновкăри тĕп шкулсенче – «Çамрăк спортсменсем», Мăн Сĕнтĕрти тата Нискассинчи вăтам шкулсенче – «Çамрăк экологсем» лагерьсем. Вĕсене 185 ача хутшăннă. 18 вĕрентÿ учрежденийĕнче шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче 480 ача канса вăй пухрĕç. Ку лагерьсене чи малтанах шкулта контрльте тăракан, тулли мар тата пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесенчи, тăлăх ачасене явăçтарнă. Москакассинчи вăтам шкулта «Çул çитмен çамрăксем валли социаллă реабилитаци центрĕ» МУ уçăлчĕ. Кунта пĕрремĕш сменăра «Сывă неандерталецсем» лагерьте 20 ача канчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш сменăсенче те 20-шер ача канма сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. О.И. Тарасов ертсе пынипе кунти лагерьсен ĕçне лайăх йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те ачасен усăллă канăвĕпе питĕ кăмăллă.
Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсен те тивĕçĕсем сахал мар. Чи малтанах ачасен вăхăтне интереслĕ интерессишĕн, йĕркеллĕ çитерессишĕн, кăсăклă вăйăсем, ăмăртусемпе конкурсем ирттерессишĕн тăрăшмалла, ачасен çулне интересĕсене шута илмелле. Чи кирли вара – ачасен сывлăхĕпе пурнăçне упракан хăрушсăрлăх условийĕсемпе тивĕçтермелле. Сывлăха сыхлакан кăнтăрлахи лагерьсен воспиттанникĕсемпе ĕçлеме физкультура учителĕсене, ДЮСШ тренерĕсене, медицина ĕçченĕсене явăçтараççĕ. Лагерьте ĕçлемесĕр пурнăç интереслĕ мар, ытларах чухне ачасем производство ĕçне хутшăнаççĕ, база хуçалăхĕсене пулăшаççĕ, шкулти участоксенче тимлеççĕ.
Ачасене ĕçе хăнăхтарас тĕлĕшпе вĕсене вĕрентÿпе сăнав участокĕнче ĕçлеттерни пысăк усă парать. Çак участоксен пур çĕрте те шкул мăнăçлăхĕ, илемлĕ пулмалла. Ку ĕçе мĕнле йĕркелесси вара чи малтанах педагогсен опытĕнчен килет. Кашмашри, Очăкассинчи тĕп, Тойкилтĕри, Муркашри, Орининти, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсенчи педагогсем çак енĕпе ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсен сăнав участокĕсенче тĕш тырă культурисем, пахча çимĕç уйрăмĕ, улма-çырла сачĕ, питомник, теплица, чечексем ÿсеççĕ. Пахча çимĕç йăранĕсенче вара сухан, ыхра, хăяр, помидор, кăшман, пăрçа йышши культурăсем, чечексем пур. Тĕрлĕ чечексем ешерсе ÿссе сăнав участокне илем кÿни чуна савăнтарать. Чечексем ÿстерсе енĕпе Тойкилтĕри вăтам шкулта лайăх ĕçленине палăртмалла.
Ачасем участоксенче ĕçленĕ чухне тĕрлĕ культурăсем мĕнле аталаннине сăнаççĕ, вĕсене епле ÿстермеллине паллашаççĕ. Калча шăтса тухакан вĕсене палласа илеççĕ, тăрăшса ÿстереççĕ.
Унсăр пуçне, ачасем çуллахи лагерьсенче культура тата воспитани мероприятийĕсене нумай ирттереççĕ. Вĕсен шутĕнче: походсем, экспкдицисем, экскурсисем.
Кăçал – Садсемпе парксен çулталăкĕ. Унта чечексен выставки те иртет, районти шкулсенчен унта активлă хутшăнаççĕ.
Июнĕн 17-мĕшĕнче çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисен тата ĕçпе кану лагерĕсен спартакиади иртрĕ. Унта Калайкасси шкулта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, ачасен каникул кунĕсем усăллă иртеççĕ, тунсăхлама вăхăт çук. Апла пулсан, вĕсен аталанăвĕ те яланах малти вырăнта пултăр.