Ял уявĕнче
Канмалли кунсене Çĕньял Муркашсем те усăллă ирттерчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх кунта ял уявĕ иртрĕ. Арçынсем ирех ăсталаса лартнă сĕтелсем вĕсен мăшăрĕсем пĕçернĕ тутлă çимĕçпе тулса ларчĕ. Мĕн тĕрлĕ конкурс иртмерĕ пулĕ кунта; Спорт вăййисем те пулчĕç. Уявпа пурте кăмăллă пулчĕç. Лайăх ĕçлесен канма та кăмăллă иккен. Ыттисем те тĕслĕх илччĕр эппин вĕсенчен.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"