Тĕллевлĕ программа пурнăçланнипе паллашрĕç
Ю. Иванов: «Лăпкă пурăнма çанă тавăрса ĕçлемелле»
Пирĕн район çĕр кисренес, шыв илес хăрушлăхран аякра тăрать пулсан та, «хĕрлĕ автанран» сыхланасси тăтăшах кун йĕркинче. Тĕплевлĕ ĕçлесен, тивĕçсене Раççей Федерацийĕн «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккунĕпе пурнăçласан, кулленхи ĕçре пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пырсан, «хĕрлĕ автанран» сыхланас ĕçре те ÿсĕм тума пулатех. Çакна районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче вут-çулăм алхаснине регистрацилемелли журналти юлашки вунă çулхи çыравсем те çирĕплетеççĕ: 10-11 çул каялла Муркаш Енре çулталăкра 75 пушара çити алхаснă пулсан, пĕлтĕр ку тĕслĕхсем 39 пулчĕç. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕпе пирĕн енре район администрацийĕпе Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ тата патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕ пĕр чăмăрта ĕçленин кăтартăвĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе район республикăра лайăххисен шутĕнче пулнăран иртнĕ эрнере района Чăваш телевиденийĕ килсе кайрĕ, районта «хĕрлĕ автанран» сыхланассипе пухнă опытпа кăсăкланчĕ.
Кунта малтанах çакна каласа хăвармалла: 2002 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕн депутатсен Пухăвĕ районти ялсемпе экономика объекчĕсене 2002-2006 çулсенче пушартан хÿтĕлессине вăйлатма тĕллевлĕ программа йышăнчĕ. Унăн никĕсĕнче - «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккун.
Мĕнле пурнăçланса пырать-ха асăннă тĕллевлĕ программа;
Пушар вăл çĕршыва, обществăна, çын пурнăçĕпе сывлăхне сиен кÿрекен ирĕке кайнă вут-çулăм. Обществăпа патшалăха пушартан хÿтĕлесси пушар хăрушсăрлăх системине пурнăçа кĕртнинчен килет. Çак системăн тĕп функцийĕсем:
- пушар хуралне йĕркелесси тата унăн материалпа техника базине вăйлатасси*
- пушар хăрушсăрлăх мерисене туса пурнăçа кĕртесси*
- ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕç-хĕлне аталантарасси*
- халăха пушар хăрушсăрлăхне пăхăнма вĕрентесси*
- пушар сÿнтересси тата унпа çыхăннă пирвайхи çăлав ĕçĕсене ирттересси т.ыт. те.
Чăваш телевиденийĕн журналисчĕсене район администрацийĕ пушар хăрушсăрлăхĕ çине епле пăхнипе райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов паллаштарчĕ.
- Пушар хăрушлăхне вăл миçе хутчен алхаснине пăхса хаклани питех те çителĕксĕр. Кашни пушар пирĕншĕн пысăк инкек,- терĕ вăл - Тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртсе районта сахал мар ĕçсем туса ирттертĕмĕр тата ирттеретпĕр те. Çак ĕçе район хаçачĕ урлă çутатсах тăратпăр, вырăнти радиовещанипе те анлă усă куратпăр.
Районта 22 хуçалăхра ведомствăллă пушар хуралĕ пур. Хăшĕсен çак ĕç йывăррăн пулса пырать пулсан, «Герой», «Ударник», «Свобода», «Лидер», «Передовик» хуçалăхсем 2-шер пушар машини юсавлă тытаççĕ. Нумаях пулмасть Муркашри чăх-чĕп фабрикинче хăйсен вăйĕпех пушар машинине юсаса 8 тоннă шыв илсе тухакан автоцистерна хута ячĕç. Çакна палăртса хăвармалла: ведомствăлла пушар хуралĕсем вут-çулăмпа кĕрешме ялан хатĕр пулччăр тесе районта çулленех вĕсем хушшинче пушарпа çăлав ăмăртăвĕ ирттеретпĕр. Ăна валли кашни çул йышăну кăларатпăр. Йышăнусем тенĕрен вĕсене çуркуннехи-çуллахи вăхăтра тата кĕрхи-хĕллехи тапхăрта пушартан сыхланма вырăнсенче пурнăçламалли ĕçсем пирки те кăларатпăр. Кăçал вара Шомикри лагерсене пушартан хÿтĕлеме уйрăм йышăну турăмăр. Унта килĕшÿллĕн «Герой» хуçалăхри ведомствăлла пушар хуралĕнчи 2 пушар машининчен пĕринпе лагерсенче пушар хуралĕ йĕркелерĕмĕр. Сăмах май, «Герой» хуçалăхăн пушар хуралĕ 2004 çулхи кăтартусемпе республикăри ведомствеллă пушар хуралĕсем хушшинче 3-мĕш вырăна тухрĕ. Çак конкурсра унчченхи çулсенче «Ударник» тата «Свобода» хуçалăхсем те палăрнăччĕ.
Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн виçĕм çул районти пушар хуралне тĕтĕмпе тулнă пÿлĕме кĕме хальхи йышши икĕ АП-2000 аппарат илсе патăмăр. Кун йышши çĕнĕ аппаратсем хальлĕхе ытти районсен пушар чаçĕсенче çук-ха. Кусăр пуçне пушар хуралне оргтехникăпа та тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Район администрацийĕпе пушар хуралĕ пĕрле ĕçлесе пынипе юлашки 4 çулта район территоринче пушарсен хисепĕ самаях чакрĕ: 2001 çулта районта 64 пушар пулнă пулсан, пĕлтĕр кун йышши инкек 39 пулчĕ.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах каять. Çак улшăнусене шута илсе эпир районта çывăх çулсенче муниципаллă 5 пушар хуралĕ йĕркелес ĕмĕтлĕ. Чăн малтанах çак ĕçе Мăн Сĕнтĕр салинче пурнăçлас шут пур.
Юрий Александрович каласа панипе çывăхрах паллашма Чăваш телевиденийĕ çав кун «Свобода», «Герой» хуçалăхĕсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсене çитсе курчĕ, пушар хăрушсăрлăхне лагерьсенче епле пăхăннине тата унта канакан ачасене çав хăрушлăхран сыхланма мĕнле вĕрентнипе «Лазурный» лагерьти ĕçпе паллашрĕ. Сăмах май, июлĕн 13-мĕшĕнче районти патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕ ку лагерьте ачасене пушар хăрушсăрлăхне вĕрентессипе тĕллевлĕ кун ирттерĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин патшалăх комитечĕн пай пуçлăхĕ А. Серебряковпа О. Штаева, пушар хăрушсăрлăх пропагандин центрĕн ертÿçи В. Николаев тата центр преподавателĕ Е. Сурьянинова хутшăнчĕç. Вĕсем малтанах канакан ачасемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе уçă калаçу ирттерчĕç, хăççăн пушар сÿнтермелли техникăпа паллаштарчĕç, ачасем хушшинче пушарпа çăлав ăмăртăвне ирттерчĕç. Района килнĕ хăнасем райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн ертÿçи И. Смирнов, 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ С. Митрофанов пушар хăрушсăрлăхне сарассипе ăнăçлă ĕçленине палăртрĕç. «Лазурный» лагерь директорĕпе С. Маркеловпа унăн администраципе хуçалăх пайĕн çумĕ Л. Шахраманян та район пушар хăрушсăрлăхĕпе тĕллевлĕ ĕçленине хăйсен кулленхи ĕçĕнче курнине çирĕплетрĕç. «Çакнашкал воспитани илекен ачасем ÿссе çитсен пирĕн ĕçе шанчăклăн малалла тăсăкансем пулĕç,- тет паян Л. Шахраманян.
Çав кун лагерьте канакан ачасене пушар хăрушсăрлăхне вĕрентме Чăваш Республикинчи «Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи» чикĕллĕ яваплăхлă общество тата вырăнти предприниматель Александр Семенович Портнов пысăк тÿпе хыврĕç, спонсорла пулăшу пачĕç.
Июлĕн 13-мĕшĕнче районти пушар хăрушсăрлăхĕпе хатĕрленĕ тулли телепередачăна хаçат вулакансем ыран, июлĕн 21-мĕшĕнче, Чăваш телевиденийĕпе курма пултарĕç.